Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Клаксон» театрӗн спектаклӗ ҫул-йӗр правилисене аса илтерчӗ

ГИБДД

 

Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем спектаклӗн çамрăк кураканӗсемччӗ.

Ҫуллахи каникул умӗн «Ҫул-йӗр юхӑмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалӑх бюджет учрежденийӗн ӗçченӗсем патшалăх инспекцийӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ҫул-йӗр правилисем енӗпе тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, ачасене ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен аса илтереҫҫӗ. Çул-йӗр юхăмӗ енӗпе мероприятисен тӗп тӗллевӗ – ҫул-йӗр юхӑмӗнче хутшăнакансен ҫӗнӗ ӑрӑвне воспитани парасси. Малашлăхра вӗсем ҫул-йӗр правилисене нихӑҫан та пӑсмӗҫ, ыттисене те вӗсене пурнăçлама вӗрентӗҫ.

Çавна май, районти Культура çуртӗнче Хусан театрӗн «Клаксон» театрӗн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн темипе «Шамильпе унӑн тусӗсен çул-йӗр правилисем енӗпе тӗлӗнмелле мыскарисем» спектаклӗ пулчӗ. Спектакле «Çул-йӗр юхăмӗн хăрушсăрлăхӗ»  патшалăх бюджет учрежденийӗ тата Раҫҫей  Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи ГИБДД  уйрăмӗ йӗркелерӗ.

Спектакль пуҫланас умӗн ачасем умӗнче районти автоинспекторсем тата «Ҫул-йӗр юхăмӗн хӑрушсӑрлӑхӗ» патшалăх бюджет учреденийӗн Пăвари профилактика пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ Лилий Вахитова тухса каларӗҫ. Вӗсем ачасене ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытмалли правилӑсем ҫинчен аса илтерчӗҫ, ҫавӑн пекех, ҫутта тавăракан элементсемпе усӑ курни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗҫ.

Спектакле курма 300 ытла куракан – пуҫламӑш классенче вӗренекенсем  килнӗччӗ. «Клаксон» театрӑн талантлӑ ҫамрӑк актерӗсем ачасене ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисем, ҫул паллисем, ҫул-йӗр юхӑмӗн ҫамрӑк инспекторӗсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Артистсем ачасене ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ чухне мӗн пулнине кăтартса пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев