Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кӑкӑр сӗчӗ сывӑ, ӑслӑ, тавçăруллă ача ҫитӗнтерме пулӑшать

Районти тӗп больницӑри врач-педиатрӗ Надежда Черланова кӑкӑр ӗмӗртнин усси ҫинчен каласа парать:


– Пирвайхи 3-4 уйӑхра кӑкӑр сӗчӗ – пепкешӗн чи хаклӑ, пӗртен-пӗр апат ҫӑлкуҫӗ. Сӗт составне илес пулсан, унӑн пысӑк пайӗ – шыв. Вӑл ачан шӗвек тӑвас кирлӗлӗхе тивӗҫтерет. 70 проценчӗ – лактоза, анчах ҫав вӑхӑтрах вӑл сӗт сахӑрӗ те. Вӗсене пула ача кальципе тимӗре лайӑх ирӗлтерет. Ҫавна пула сывă нерв системи, шӑмӑ тата мышцă тӗртӗмӗ йӗркеленет. Составӑн тата 5 процента яхӑнӗ – ҫусем. Ҫавӑн пекех вӑл нерв системине ҫирӗплетмешкӗн тата веществосен ылмашăвӗшӗн питӗ кирлӗ. Кӑкӑр сӗтӗнче белок питех те сахал, анчах ачашӑн ку виçе ҫителӗклӗ. Белок – тин ҫуралнӑ ачан иммунитечӗн никӗсӗ. Кунсӑр пуҫне кӑкӑр сӗтӗнче витаминсемпе гормонсем пур. Ҫавӑнпа та чи хаклӑ типӗ сӗт хутӑшӗ те пуян составлă амӑшӗн сӗтне улӑштарма пултараймасть.

Калӑпӑр, амӑшӗн кӑкӑрӗ – ачашӑн калама ҫук хаклӑ элемент. Амӑшӗ çумӗнче пӗчӗк ача хӑйне питӗ хӑтлӑ, лӑпкӑ туять. Ачана кӑмӑллӑ пулсан, амӑшӗ те лӑпкӑ. Енчен те ача йӗнинче сăпкара сиктерни, шӑнкӑравлӑ теттесем силлени мар, пепкине амăшӗ аллине илсе кăкăр ӗмни лӑплантарать иккен, ку пӗррте тӗлӗнмелле мар.

Ача ҫуратнă хӗрарăмăн организмӗпе мӗн пулса иртет? Кӑкӑр сӗчӗ ӗмтерни амӑшне ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн гормон шайӗнче ҫирӗпленме пулӑшать. Кунсӑр пуҫне, кӑкӑр ӗмӗртни сӗт парӗсен тата яичниксен эпителийӗн ракӗнчен тухӑҫлӑ профилактика мери те пулса тӑрать. Амӑшӗсем, йывӑр ҫын пулнӑ хыҫҫӑн каллех ӗлӗкхи формӑна каялла тавӑрасшӑн пулнӑскерсем, çакна пӗлмелле: кӑкӑр сӗтне ӗмӗртнине пула, тӗрӗс апатлансан, пӗр ҫул хушшинче ӳт-пӳ масси ӗлӗкхи шая таврăнать. Кӑкӑр сӗчӗ кирек мӗнле искусственнӑй сӗтрен те йӳнӗрех вӗт, ку вӑл хӗрарăма ҫутҫанталӑк панӑ чи перекетлӗ апат, танлаштарма пулман телей.

Ачана ӗмӗртесси, йывӑр ҫын пулнӑ пекех, – харпӑр хӑй ыйтӑвӗ. Паянхи специалистсем ачана пӗр ҫул кӑкӑр ӗмӗртмелле теççӗ. Анчах вӑл вӑхӑтра кӑкӑр сӗтӗ пӗчӗк ачана апат-ҫимӗҫ памалли пӗртен-пӗр продукт пулмасть. Ҫителӗклӗ ӳснӗ ачашăн вӑл «витамин» пек ҫеҫ кирлӗ. Ачана кӑкӑртан сасартӑк мар, пӗр кун хушшинче мар, майӗпен уйӑрмалла.

Эсир пирӗн канашсене итлессе, уссине курасса шанатпӑр. Кӑкӑр ӗмӗртни – амӑшӗпе ачин пурнӑҫӗнчи чи кӑмӑллӑ самант. Ҫакна асран ан кăларăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев