Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Гузельпе Рамиль Байбулатовсем теплицăра хăяр ӳстереҫҫӗ
Байбулатовсем саманине кура йышлă ҫемье.
Пӗр тӑрă айӗнче: аслисем Байбулатовсем – Венерапа Рустам, Гузель- Рамиль, Люция, Чулпан, Ислам пурӑнаҫҫӗ. Теплица ӗçӗпе 2011 ҫулта интересленме пуҫланă.
– Ҫак ҫулсем хушшинче хӑяр ӳстермелли пӗтӗм вăрттăнлăхсене пӗлсе ҫитрӗмӗр, – тет Гузель. – Январь çурринче ӗнтӗ хӑярсене çӗр çине лартма тытăнатпăр, март пуҫламӑшӗнче вӗсем ӗнтӗ татса ҫимелӗх пулса ӗлкӗреççӗ.
Теплицӑна Байбулатовсем вутӑпа хутса ӑшӑтаҫҫӗ. Хамăрăн хура тăпра çинче ӳснӗ тата ҫутҫанталӑк удобренийӗсӗр пуҫне урӑххине курман продукцие вӗсем ялта, район центрне кӳрсе сутма хураççӗ. Килтен килсе илекенсем те пур, теҫҫӗ.
–Çакă пирӗн ҫемьешӗн пӗр интерес, хăйне кура хобби ӗнтӗ, – тет Гузель. – Шкултан таврӑнсанах ачасем çавăнта тухаççӗ, анне-асанне Венера çавăнта аппаланать. Рамиль çӗр çинче ӗçлес тесен, вӑхӑтне те манса каять, – тесе кулать.
Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекен пулса регистрациленнӗ Гузелӗн тӗп профессийӗ вара – библиотекарь.
– Пахчаҫимӗҫ ӳстермесен, выльӑх-чӗрлӗх тытмасан ялта пурӑнма интереслӗ те мар, тесе шутлатпӑр эпир. Рамилӗн ашшӗ ӗмӗр тӑршшӗпех колхозра тракторист пулса ӗҫленӗ, пирӗннисем те ял ҫыннисем пек пурӑннӑ – эпир, ачасем те, çакна хӑнӑхса ӳснӗ ҫынсем. Ӗҫрен таврăнса киле, пахчана та тухаймасан мӗншӗн ялта пурӑнмалла, – тет Гузель хăйӗн шухăшӗсене пӗлтерсе. Байбулатовсен малашнехи планӗсем вара тата та патшалӑх программисенче хутшӑнса пăхасси, пахчаҫимӗҫ лаптӑкӗсене ӳстересси.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев