Кивӗ Шемӗршел ялӗнче пурӑнакан Кадрия Алиакберова 90 ҫул тултарнине паллӑ турӗ
Иçӗм çырли çи те — çӗре çит!
Яхъя ҫемйинче 8 ача: виҫӗ арҫын ача тата 5 хӗрача ӳснӗ. Кадрия — кӗҫӗнни. Юбиляр каласа панӑ тӑрӑх, унӑн виҫӗ тетӗшӗ Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫине тухса кайнӑ хыççăн унтах вилеççӗ. Яхъя пичче колхоз председателӗ пулнӑ.
— Атте те, анне те кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗҫ. Атте киле 2-3 сехетлӗхе, ҫывӑрма ҫеҫ килетчӗ, — каласа парать Кадрия аппа. Буденный районӗнчи культура пайӗнче унӑн ӗҫлеме тӳрӗ килет, Буденный районӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн вӑл Кивӗ Çӗпрел район центрӗнчи ача садӗнче, унтан нарсудра ӗçе пурнăçлакан пулса вăй хурать.
Тимерша мӑшӑрӗпе пӗрле виҫӗ ача пӑхса ӳстереҫҫӗ: икӗ хӗрпе арҫын ача. Вӗсене лайӑх воспитани, ăс илме тата ҫак пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшаҫҫӗ. Тимерша пичче пенсие тухиччен "Сельхозтехника"ра шофер пулса ӗҫленӗ, тӑван колхозра та вăй хунă.
Кадрия аппа икӗ ҫул каялла 56 ҫул пӗрле пурӑннӑ упӑшкине ҫухатнӑ. Ҫавăнпа та тӗп никӗсре пӗчченех пурăнать. Чӑнах та, Зуфар шăллӗ ӑна яланах пулӑшать, ачисем те час-часах килсе çӳреҫҫӗ.
Хальхи вăхăтра Кадрия аппан 3 мăнук пур.
Вуннӑмӗш теҫеткене ваклать пулин те, кинеми вӑр-вар хускануллă, чӳрече сакки ҫинче тӗрлӗ чечек ӳстерет. Пахчине çӗрулми акать, теплица, чӑххисем пур.
— Пирӗн ялта сывлӑш таса, сиплӗ, ҫавӑнпа эпӗ нумай пурӑнатăп, — шӳтлет Кадрия аппа.
Районти Ӗç тăвакан комитет ертӳҫине Рустам Мухаметзянова тата Кивӗ Шемӗршел ял пуҫлӑхне Ильгамия Мухитована хӑйне саламлама килнӗшӗн вăл тав турӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев