Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче ҫын пурнӑҫӗ татăласси патне илсе çитернӗ пушар пулчӗ

Трагедиллӗ пулăм

 

Мартӑн 26-мӗшӗнче, 18.30 минутра 114 номерлӗ пушар сӳнтерекен чаҫа 50 лет Октября урамра вырнаçнă 53-мӗш çуртра пушар тухни çинчен хыпар килет.

Пушар сӳнтерекенсем хăвăрт хушăра, 3 минут хушшинчех, килсе ҫитрӗҫ. Анчах вут çулăм ҫурт тӑррин 70 процентне ярса илме тата кил хуҫин сывлӑхне сиен кӳме ӗлкӗрет.

– Эпӗ телевизор пӑхса ларатăп, Шамиль кухняра мӗн-тӗр ӗçлетчӗ. Çутă сӳнсе кайрӗ. Пӑхсан, кӗтесре темскер йӑлтӑртатать, чăтăртатать те. «Шамиль, çутă сӳнчӗ, мӗн-тӗр пулчӗ ахăр», тетӗп. Вӑл зала килсе пӑхрӗ те, картише тухрӗ. Эпӗ каласан, каялла кӗрсе, курткине тăхăнчӗ. Хыçӗнченех хам та тухма тытăнсан «Шыв илсе тух, шыв», тесе кăшкăрчӗ. Хăй мунчара шыв тултарса тăрать. Эпӗ те килтен витрепе шыв йăтса тухрăм. Иксӗмӗр вăрăм  чикмеке илсе килтӗмӗр. Шыв сапатпăр, юр перетпӗр, вут сӳнмест. Кун пек пулмасть, пулӑшăва чӗнмелле тесе, киле кӗтӗм. Хумханнипе, пушар сӳнтерекенсен телефон номерне мантăм кăна вӗт. Ҫапах та аса илсе, шăнкăравласа пӗлтертӗм. Вӗсем мана ӗнтӗ пушар сӳнтерекенсем пирӗн пата килме тухни ҫинчен каларӗç. «Ан хуйхăрăр, аппа», – терӗ хыпара йышăнакан. Пӳртрен тухасшăн  – алӑка тупаймастăп, çаврăнатăп та çаврăнатăп пӳртре. Ку ӗнтӗ, тен, самантлӑха кӑна пулнă пуль, мана ӗнтӗ пӗр ӗмӗре тăсăлнă пек туйӑнчӗ, – тесе аса илет çав каҫа Фрида Сабирова.

– Тухрăм. Ҫурт варринче çунакан вут чӗркемӗ. «Ăҫта эсӗ?», – тесе кăшкăратăп  Шамиле курманнипе. Мана çав вут чӗркемӗ ăнкăрашса хурав парать. Хам çинчен шутламасăр,  вут-çулăм çавăрса илнӗ Шамиль çинчи тумӗсене сирме тытӑнтӑм. Илетӗп те перетӗп, илетӗп те перетӗп çунакан тумне. Пӗтӗм тумтирне хывтартăм çапла, хам пиҫнине сисмерӗм те. Çак хушăра кӳршӗсем пуҫтарӑнчӗç. Пушар сӳнтерекенсем, «Васкавлӑ пулӑшу» килсе ҫитрӗ.

Ыттине ӗнтӗ астумастӑп. Тепӗр кун районти тӗп больницăн палатинче кăштах ăна кӗрсен, пушара сӳнтернине, мăшăрăм 90 процент пиçни çинчен пӗлтерчӗç.

Шамиль Сабиров иккӗмӗш кунне, пушарта пиçнипе, тăна кӗреймесӗр, район больницинче вилет.

«Питӗ тӑрӑшуллӑ, ӑслӑ ҫынччӗ», – теҫҫӗ ун ҫинчен кӳршисем, ӗҫтешӗсем. 1948 ҫулта Кивӗ Тăваньел  ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Шамиль пичче нумай çулсем хушши Ҫӗпрелӗнчи ҫул-йӗр тăвакан организацире ӗҫлет. Юлашки вӑхӑтра ӗҫленӗ организацисем – «Мелиораци» тата районти тӗп больница.

Шамиль пичче Фрида аппапа мӑшӑрланса, 50 ҫул хушшинче тӑватӑ ача воспитани парса ӳстернӗ. Шамиль уҫӑ кӑмӑллӑ, яланах кулса калаçакан ҫынччӗ. Ҫитменнине тата хастар та. Хӑйӗн аллисемпе кил-çурт таврашӗнче хуралтăсем тăвать, ҫурт-йӗрне те юсать, пӳрт тӑррине  те ывăлӗпе Ильмирпа иккӗшӗ улӑштараҫҫӗ.

– Пурнӑҫăн чи лайӑх вӑхӑчӗ тӗлне килсе ҫитнӗччӗ. Пӗрре те шутламан çапла кӗтмен ҫӗртен трагедилле майпа пурнăçран уйрăлса кайӗ тесе. 40 ҫула çитсен йывăр чирлерӗм, мана ача вырӑнне хурса пăхрӗ, чирлесен чи малтан эпӗ хам вилеп пуль теттӗм,– тет Фрида аппа, куҫҫулӗ витӗр.

Сабировсен ҫемйи, ачисем ҫак хуйха тӳссе ирттерме пулăшнă хăтипе тăхлачăшне, районти тӗп больницăна, патшалӑх ветеринари пӗрлешӗвне, ывӑлӗпе Ильмирпа класра вӗреннисене, тусӗсене, тӑванӗсене, кӳршисене  тав тунине пӗлтерет.

– Кил-çуртран çав кунсенче те çын татăлмарӗ, паян та çаплах.  Май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Пурне те чунтан тав тăватăп, – тет Фрида аппа.

Ватлӑх ҫывхарсан мӑшӑрсем пӗр çынна çаврăнаççӗ, теҫҫӗ. Шамиль пичче те «Васкавлӑ пулӑшу»  машининче  хăйӗн хушамат-ятне калама пултарать тата юлашки сӑмахӗ: «Манӑн мăшăрăмăн халӗ мӗнле-ши?» тесе ыйтма ӗлкӗрет.

Пушар электричество оборудованинче  кӗске замыкани пулнипе килсе тухнă, тесе пӗлтерет  114-мӗш районти пушар сӳнтерекен уйрăм.

Асра тытăр

Çунакан пӳрт ăшӗнче юлсан, пӗрремӗш пулăшу:

Вут-çулăм, пӗрремӗш черетре, тумтире лекет. Унтан çӳç çине куçать. Тӗтӗм сывлав органӗсене сиенлет. Ҫын çакăн пек лару-тăрура мӗн тунине ăнланмасть.  Ҫынна вут-çулăм ярса илнӗ чухне ăна шывпа, юр пулсан юрпа сӳнтерме тăрăшăр, е пуçне уçă хăварса пӗрер тӗрлӗ япалапа, тумпа чăркама тăрăшăр.

Тумтире вут хыпса илсен хăвăра-хăвăр  тытмалли правилăсем:

– Паникӑна ан парӑнăр.

– Ҫунакан тумтире хӑвӑрт хывса пӑрахма тăрăшăр.

– Шыва сикмелле, е çӗр çине выртса шумалла.

Пиҫнӗ вăхăтра:

– Сиен куракана сиенленнӗ вырăнтан кăлармалла.

– Вăл мӗнпе пиçнине (вут, вӗри шыв, хими веществисем тата ытти те), ҫавӑн пекех мӗн чухлӗ пиçнине палăртмалла.

– Сиен куракана  васкавлă майпа  больницӑна ӑсатмалла.

– Сахал пиçнӗ пулсан, пиçнӗ вырăна сивӗ шыв сапса тăма юрать.

Пăва тата Çӗпрел районӗ-сен пушар надзор уйрăм-ӗн аслă  инспекторӗ, шалти служба майорӗ Инсаф Шакиров:

– Раҫҫей тер-риторийӗнче çулсерен вӑтамран 300 пин пушар тухать. Вӗсем кашни 4-5 минутсерен пулса тăраççӗ. Ҫулсерен пушарта 7-8 пине яхăн çыннăн пурнăçӗ татăлать, 50-80  пин пуç выльӑх вилет. Хуласенче пушартан сиен курнă  пурӑнмалли ҫуртсен лаптӑкӗ миллион тӑваткал метра, ялсенче икӗ миллион ытла тӳрӗ килет.

Пирӗн пурӑнмалли çурт-йӗр фондӗнче пушарсене  тата унти ҫынсен вилӗмне асăрхаттарас тӗллеврен, кăçалхи çулăн  февральтен пуҫласа  май уйӑхӗччен районта «Пурӑнмалли ҫурт-йӗр – 2021» надзорпа профилактика операцийӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫавăнпа çыхăннă май 114-мӗш  пушар уйрăмӗ, Упири пушар посчӗ, шалти ӗҫсен уйрăмӗ, газ служби, халӑха социаллӑ пулӑшу кăтартакан управленийӗн ӗçченӗсемпе профилактика тишкерӗвӗн рейчӗсем ирттереççӗ. Ҫак ӗҫ яланах малалла пырать. Ҫакна та пăхмасăр,  пушарсен шучӗ чакмасть.

Ҫулталӑк пуҫ-ламăшӗнчен, иртнӗ çул та кӑҫал та 6 пушар тухнӑ, вӗсенче 1шер ҫын вилнӗ. Кӑҫал çакăн çумне тата 1 çын пушартан сиен курни те хушӑнчӗ. Хисеплӗ район ҫыннисем, пушар хӑрушсӑрлӑхӗн ансат требованийӗсене пурнăçлама тăрăшăр. Хӑвӑрăн тата ыттисен пурнӑҫне хӑрушлӑха кӗртсе ан ӳкерӗр!

Ҫавăнпа та юсавлă электричество пра-лукӗсемпе усӑ ан курӑр, вӗсене тишкерсе тăрăр, ҫӗннисемпе улӑштарӑр. Пӗр вӑхӑтрах темиҫе электричество приборне  пӗр розеткăна ан çыхăнтарăр. Электро-газ ӑшӑтаканӗсемпе асӑрхануллӑ пулăр, килтен тухнӑ чухне  электрооборудованисене розеткăсенчен кăлармалла.

Пушара асӑрхарӑр пулсан, ӑна хӑвӑр тӗллӗн сӳнтерме ан шутлӑр, пушар сӳнтерекенсене чӗнӗр.

Телефон номерӗсем:  01, 101 е 112, 2-39-01.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев