Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Олеся Портнова — тӑватӑ ача амӑшӗ.

Ачисем — пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ

Вӗсем халӑхра «Дача» тесе калакан поселокра пурӑнаҫҫӗ. Ипотека илсе, ҫӗнӗ ҫурт туса лартнă. 

— Эпӗ хам та тӑватӑ ачаллӑ ҫемьере ҫитӗннӗ, чи кӗҫӗнни пулнӑ. Ачамсен те пӗртӑванӗсем нумай пултӑрччӗ, вӗсем хӑйсене пӗччен ан туйччӑр, теттӗм. Пурнӑҫра пӗр-пӗриншӗн юлташ тата тӗрек пулӗç, — тет амăшӗ.

Ҫав вăхăтрах Олеся Анатольевна хӑйӗн ачисемшӗн «атте» те, «анне» те. Вӗсем йывӑрлӑхсене, савӑнӑҫсене пӗрле тӳссе ирттереҫҫӗ. Чӑн та, ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем май пур таран пулӑшаҫҫӗ. 

Олеся хӑй те питӗ ӗçчен. Пушар хӑрушсӑрлӑхӗпе ӗҫлекен «Пӗтӗм Раҫҫейри ирӗклӗ пушар обществи» (ВДПО) обществăлла организацире ӗҫлет.

Аслӑ ывӑлӗ Илья Шупашкар хулинче, техникумра вӗренет. Игорь хальлӗхе шкулта пӗлӳ илет. Вӑл ӳкерме юратать, район центрӗнчи ачасен пултарулӑх ҫуртне ҫӳрет. Зеленодольск хулинчи «Доверие» реабилитаци центрӗнче сывлӑхне ҫирӗплетнӗ вӑхӑтра, ӳкерес енӗпе конкурссене хутшӑнса, призлӑ вырӑнсем йышӑннӑ.

Виҫҫӗмӗш ывӑлӗ Игнат Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре, 2-мӗш класра вӗренет. Игнат спортпа интересленет, шахматла вылять. Кӗҫӗн Ывӑлӗ Егор 5 ҫулта, вӑл «Сказка» ача садне ҫӳрет. Вӑл та нумай пӗлме ăнтăлать, ҫырма, ӳкерме юратать. 

— Эпӗ хам та ӳкерчӗксем тума юрататтӑм. Ывӑлсем те ман пекех, — тет Олеся. 

— «Анне» сӑмаха илтесси, ҫак тӗнчере чи кирлӗ ҫын пулнине туйса пурăнни — калама ҫук пысӑк телей! Кашнинех анне пулма телейӗ пултăрччӗ, — тет Олеся.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев