Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кивӗ Ишлӗ халăхӗ уявларӗ

Юлашки çулсенче районта «Ял кунӗ» уявне ирттересси илемлӗ традицие çаврăнса пырать

Ял уявӗ, Курбан апачӗ тата «Иман нуры» мечетӗ тӗп юсав хыҫҫӑн уҫӑлни тата унăн 30 ҫуллăхӗ. 

Кивӗ Ишлӗ ялӗнче, июлӗн 21-мӗшӗнче, иртнӗ уява тӗрлӗ регионта пурăнакан ял ҫыннисем, хӑнасем килнӗччӗ.

Кам та пулин тăрăшса çӳремесен, паллах, кун пек уяв хӑй тӗллӗн килсе тухмасть. Кивӗ Ишле ялӗнче ҫуралса ӳссе, тӗрлӗ регионсенче пурăнакан ҫынсем манăн тӑван енӗм, тӑван ялăм, тесе чун-чӗререн çунса-тăрăшса çӳрекен çынсем пур. Сӑмахран, Барис Аппаувич Гафуров, Ринат Мирбатович Аббазов, Рафагать Алиуллов, Т. Р. Мустакимов, Р. С. Рахимов çавăн пек çынсем. Вӗсем «Ял уявӗ» кунне ирттерме пулăшнă. Уяв Курбан апачӗпе, тӗн вулавӗсенчен, ҫавнашкалах, парнесем панинчен пуҫланса кайрӗ. Тӗн вулавӗнче Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстанри Тӗн управленийӗнчен муфти çумӗ Равиль хазрат Зуфаров, пӗтӗм районти имамсем, тӗн деятелӗсем хутшӑнчӗç. Тулăх сӗтел хушшинче те мусульман ентешсем нумай пухӑннӑччӗ.

Тӗн уявне ялти мечӗте туса лартнăранпа 30 ҫул çитнине тата ӑна тӗп юсав хыҫҫӑн уҫассине халалланӑччӗ.
Кăштах историе пăхса тухсан, мечете клубӑн кивӗ ҫуртӗнче çӗклесшӗн пулнӑ. Анчах Барис Гафуров: «Тума шутланă иккен, ҫӗннине тумалла», — тесе тăкакӗсене те хăй çине илет. Паян кунчченех мечете тӗпрен юсас тата хӑтлӑх кӗртес енӗпе тăвакан юсав ӗҫӗсенчен чылайӑшне вӑл спонсорлать.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров: «Ял пурӑнтӑр, йӑла-йӗрке сыхлантӑр, малашне те ҫавӑн пек уявсем иртчӗр!» — тесе ырă сунăмӗсене каларӗ.

Ҫавӑн пекех, уяв вӑхӑтӗнче Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем пачӗҫ.

Кӑнтӑрла иртсен ял уявӗ тӗп лаптăкра малалла пычӗ. 

Мероприятире кăмăллă канмалли мероприятисем, тӗрлӗ вăйăсем те пулчӗҫ. Ҫак кунăн хӑнисем, эстрада артисчӗсем Гузель Уразова — Илья Хакимов, Рамиль Галимзянов тата ытти эстрада артисчӗсем хӑйсен юррисене парнелерӗç. Каҫ пуличчен ял халăхӗ, пӗр класра вӗренекенсем, килнӗ хӑнасем тӗл пулчӗç, кӑмӑллӑн калаҫма май туса панăшăн ял ҫыннисене тав турӗç.

Тӗнче илемпе туйса пурăнма,
тӑван енӗ кирлӗ çынна...
Каяс ҫулăм ан татӑлтӑр, 
илемлӗ ялăма — Кивӗ Ишлӗ, — тесе çырать вырӑнти поэт Иршат Закиров та.

Ҫапла пултӑр — тӑван ялне кайма никамăн та çулӗ ан татăлтăр!

Кӗске истори

Ял историне илес пулсан, Кивӗ Ишлӗ ҫинчен асӑнни Хусан ханлӑхӗн тапхăрӗнче палăрать. 1967 ҫулта тутар археологи экспедицийӗ тишкернӗ вăхăтра кунта пӑлхар тапхӑрӗнче пытарнă вилтăпри килсе тухать. Ҫак вилтӑпри ялтан 0,8 ҫухрӑмра, хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ, ӑна кивӗ масар теҫҫӗ.

Çак таврана тутарсем килсен, вырӑнти ҫынсем хӑйсене «тӗрлӗ» халӑх, тесе паллаштараççӗ. Урăхла каласан, «Мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ кунта?», тесен, «тӗрлӗрен» тесе хуравлаççӗ. Ăна каярах Кивӗ Ишлӗ ялӗ тесе калама пуçланă. Кунта йӗркеленӗ пӗрремӗш колхоз Сталин ятне çӳретнӗ. Унтан вӑл «Алга» колхозпа пӗрлешнӗ, каярахпа «Маяк» ятлă пулса тăнă. 

Ҫынсем ҫӗр, уй-хир ӗҫӗпе, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес енӗпе ӗçлесе пурăннă. Ҫак пурнӑҫ йӗрки паян кунчченех упранса юлнă. Кивӗ Ишлӗ ялӗнче ӗнесем, выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетекенсем пурӑнаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх тахҫантанпах хӑйӗн тӗн пӗлӗвӗпе палӑрса тӑрать. Кунта шкул-мадрасесем кӗрлесе тăнă. Ялта ҫил арманӗ те пулнă. Кивӗ Ишлӗ халăхӗ музыка инструменчӗсемпе вылянипе, талантсемпе пуян пулнипе те хăй патне туртса тăнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев