Кивӗ Чукалсем пай ҫӗрӗсене Альфред Низамова пачӗç
Нумаях пулмасть Кивӗ Чукал ялӗнче ҫӗр хуҫисен пухӑвӗ пулса иртрӗ.
Ялта икӗ хресчен-фермер хуҫалӑхӗ ӗҫлет. Ял ҫыннисем те хӑйсен ҫӗрӗсене ҫак икӗ хуҫалӑха усӑ курма панӑ. Паллах, пай çӗрӗсемшӗн утӑ та, улӑм та вӑхӑтра илсе тăраççӗ.
Ял ҫыннисем хресчен-фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫисенчен пӗрне Амир Хисамова та тав тӑваҫҫӗ. Ку хуҫалӑхра ялăн 20рен ытларах çынни ӗҫлесе, вӗсем вӑхӑтра ӗҫ укҫи илнӗ, ҫапла майпа ҫемьене кирлӗлӗхпе тивӗҫтернӗ.
Амир Хисамовăн пай ҫӗрӗсем пин гектартан иртсе кайнă. Вӑл ҫак ҫӗрсем çинче ял хуҫалӑх культурисене акса ӳстерет, ял ҫыннисене пур енчен те пулӑшса тăрать. Анчах та, Амир Хисамов кăçалтан хуҫалӑх ӗҫӗнчен пӑрӑнма кӑмӑл турӗ. Ял ҫыннисен пухӑвӗн сӑлтавӗ те ҫакӑнта пулчӗ ӗнтӗ.
Пухура ҫӗр пайӗсен хуҫисем пӗр шухăш патне килсе тухса, малашне хӑйсен ҫӗрӗсене ӗçе кӗртме, ҫавӑн пекех, пӗр ял çыннине Альфред Низамова шанса пачӗç.
Альфред Низамов вара ҫӗр хуҫисене хăйне шаннӑшӑн тав турӗ, ку таранччен мӗнле ӗҫленӗ, малашне те çавăн пекех ӗҫлеме шантарчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев