Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗҫ кирлӗ-и? Пур!

Районта «Работа России. Время возможностей» текен мероприяти иртрӗ

Мероприяти ӗҫ шыракансемшӗн, ӗҫ сферине улӑштарасси ҫинчен шухӑшлакансемшӗн е професси суйласа илекенсемшӗн питӗ усӑллӑ пулчӗ.

Ӗç шыракансем ӗҫе вырнаçас енӗпе условисене вӗренчӗç, професси компетенцийӗсене мӗнле аталантармалли, çӗнӗрен вӗренӳ иртесси, ҫавӑн пекех ӗҫе вырнаçнă е урӑх региона куҫнӑ чухне патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫинчен пӗлчӗç.

Ульяна Годунова ӗҫ шыракансем валли маникюр, ҫӳҫ касас, Ҫӗпрел отрасль технологийӗсен техникумӗнчи студентсем метала шӑратса çыпăçтарас енӗпе мастер-классем кӑтартса пачӗҫ. 

— Çак мероприятие, ярмăркка ваканси текенскерне, районта вӑхӑтран вӑхӑта ирттерсе тăраççӗ. Кунта ӗҫ шыракансене ӗç паракансемпе тӗл пулма, ӗҫ условийӗсене сӳтсе явма тата ӗҫ рынокӗнче ҫӗнӗ вакансисем ҫинчен пӗлме май парать, — тет район халӑхне ӗҫпе тивӗҫтерекен центрӗн директорӗ Энис Камалов. — Ҫавӑн пек мероприятисем экономикӑна аталантарма та пулӑшаҫҫӗ тата ҫынсене ӗҫ сферинче тивӗҫлӗ вырӑн тупма пулӑшаҫҫӗ. 

Ярмарккӑна пурӗ 100е яхăн çын пырса кайнӑ. Ӗҫ паракансем 47 ваканси тӑратнӑ, ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ Вӑйӗсен службине иртме оборона Министерствипе контракт тума майсем туса панӑ.

Ярмăркка пӗтӗм-летӗвӗсемпе унта хутшӑнакансем пурте мастер-классен пред-ставителӗсенчен ӗҫ рынокӗн лару-тӑрӑвӗ çинчен тӗплӗ информаци илчӗҫ тата районти ӗҫсӗр пурӑнакан ултӑ ҫын ӗҫ вырӑнӗсене путевкăсем илчӗç. 
Паянхи кун районта ял хуҫалӑх отрасльне, «Атӑл ҫи Цеоличӗ» предприятие те ӗҫлекенсем кирлӗ. Ӗҫлес текенсемшӗн ӗҫ пур. Кӑмӑл кӑна пултӑр!

Справка

2024 ҫулта «Работа России. Время возможностей» Пӗтӗм Раҫҫейри ӗçе вырнаçтарас енӗпе ярмăркка икӗ тапхӑрта иртет. Мероприятийӗн регионти тапхӑрӗ апрелӗн 12-мӗшӗнче иртрӗ, федераци тапхăрӗ июнӗн 28-мӗшӗнче иртӗ. 2023 ҫулта Тутарстанра иртнӗ çак мероприятире 32,8 пин ҫын хутшӑннă, вӗсенчен 10% ытларахăшӗ пӗр хут килсенех ӗҫ тупнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев