Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Кил-çурт таварӗсем»: Вывескӑсене тӗрӗс ҫырнине тишкерчӗç

Организацисен, предприятисен, магазинсен вывескисене, урамсен, ялсен, юханшывсен ячӗсене икӗ патшалăх чӗлхипе – вырӑсла тата тутарла-и, тӗрӗс ҫырнӑ-и? «Тутарстан республикинчи патшалӑх чӗлхисем çинчен калакан Закон» пурнӑҫланнине тӗрӗслекен комисси пирӗн район территорине килсе, çаксене пӑхса тухрӗ.

Район центрӗнче патшалӑхăн бюджет учрежденийӗсен ячӗсем, вӗсен ӗҫ вăхăчӗсем, тӗпрен илсен,  тутарла та, вырӑсла та ҫырӑннӑ. Урам ячӗсене кăтартакан çакнă хăмасене те икӗ чӗлхеллӗхе  шута илсе ӗçленнӗ, апла кăна та мар,  вырӑнти хăйне евӗрлӗхсене шута илсе, чăваш чӗлхипе те çырăннă. Закона пурнӑҫлани, патшалӑх чӗлхисене хисеплени, паллах, савӑнтарать. Апла пулин те ҫитменлӗхсем те пур. Комисси членӗсем вӗсене тӳрлетме кирли çинчен каларӗç.

Республикӑра закона пурнӑҫлас енӗпе тӑтӑшах ӗҫ илсе пыраççӗ. Наука Академийӗн Г. Ибрагимов ячӗллӗ Чӗлхе, литература тата искусство институтне вывескăсен тексчӗсене тишкерес, хак парас тӗлӗшпе  яваплӑ организаци пулма палӑртрӗç. Района килекен комисси составӗнче те акă çак институт ӗçченӗсем: Эльвира Сафина, Ринат Сафаров тата Лейла Давлетшина пурччӗ.  Вӗсем районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗпе Айрат Заляловпа пӗрле пăхса çӳрерӗç.

Комисси тимлӗхӗнчен районти пӗлӳ паракан учрежденисенче тӑван чӗлхесене вӗрентес, наци хăйне евӗрлӗхӗсен ыйтăвӗсем те аяккинче юлмарӗç. Çавна май вӗсем Кӗçӗн Чăнлă вăтам шкулӗнче наци традицийӗн  никӗсӗпе пӗлӳ, воспитани панине пăхрӗç, мастер-классенче пулчӗç. Чăваш нациллӗ ачасене хăйӗн амăш чӗлхипе пӗлӳ илессине мӗнле йӗркеленине  Алешкин-Саплӑк ача садӗнче кăтартрӗç.  Кунта ачасем хăнасене «Акатуй» – наци уявӗн элеменчӗсене сӗнчӗç.

Комисси цен-трализациленӗ библиотека системин кӗнеке фондне те пӑхрӗç. Вырӑнти «Ак калфак», тутар, чӑваш, вырӑс организацийӗсен ӗҫ-хӗлӗпе, 1 номерлӗ  «Солнышко» ачасен садӗнче пӗлӳ тата воспитани панипе паллашрӗç.

Ӗçе пӗтӗмлетӳ туса, ҫавра сӗтел хушшинче калаҫу пулчӗ. Унта тӑван чӗлхесене сыхлас енӗпе ӗҫ опычӗпе пӗлӳ паракан учрежденисен представителӗсем: «Чăваш Паснапуç пуҫламӑш шкул-ача сачӗн» директорӗ Галина Кудряшова, Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗн тутар чӗлхипе литература вӗрентекенӗ Эльвира Низамова паллаштарчӗç. Районта пурăнакан халăхăн культурине, йăли-йӗркисене культура мероприятийӗнче мӗнле çутатни çинчен районти Культура çурчӗн директорӗ Руслан Шарафутдинов тухса калаçрӗ.

– Районта тутар тата чӑваш халӑхӗ туслӑ пурӑнни, пӗр-пӗрне хисеплени курăнса тăрать. Хӑвăрăн историйӗре, çыннăрсене, вырӑнти хăйне евӗрлӗхсене сыхлас, аталантарас, çамрăк ăрăва парса хăварас енӗпе те ӗç илсе пыратăр. «Çӗпрел район энциклопедине» туни  – çакăн уçă тӗслӗхӗ, –терӗ Лейла Давлетшина.

Комисси пред-ставителӗсем,  институт базинче куҫарусене анализ тăвакан  уйрӑм ӗҫлени çинчен те пӗлтерчӗç. Вӗсем кăткăс ыйту килсе тухсан пӗрле ӗҫлеме хатӗр пулнине те  каларӗç.

 Р.S. Вывескăсене тӗрӗс çырманнине курсан, пирӗн пата çырăр. Пӗрле тӗрӗслӗпӗр!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев