Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хӑй мӗн пӗлнине ыттисене вӗрентсе

Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан Наталия Куракина тӑрӑшуллӑ та, сапăр. Ҫавăн пек пулнăран, хăйӗн çемйине, тавралăха илем хушса пурăнать те ӗнтӗ вăл

Наталия пилӗк ачаллă çемьере чи асли. Ашшӗ колхозра тракторист пулса, амӑшӗ вара  – Упи больницинче ӗçлеççӗ. 5 ҫулччен вӑл асламӑшӗпе аслашшӗ хӳттинче, вӗсемпе юнашар ӳсет.

Çӗнӗ Упи шкулӗнче 9 класс вӗçленӗ хыççăн ҫамрӑк хӗр Канаш хулинчи педагогика училищине çул тытать. Тӑватӑ ҫул сисӗнмесӗрех иртсе те каять. Пӗлӳллӗ ҫамрӑк хӗр, Кӗçӗн Упи ялӗнчи ачасен садӗнче ӗç çулне пуçласа ярать. Унтан Шупашкарти Яковлев ячӗллӗ патшалӑх университетне куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет. Пӗлӳ илме ӑнтӑлакан ҫамрӑк специалиста Упи шкулӗнчи вăрăмлатнă кун ушкӑнри ачасене вӗрентме, пӗр çул хыççăн сахал комплектлă Кивӗ Упи шкулне палăртаççӗ. Ҫав ҫулсенче вӗсем Александр Анатольевичпа çемье çавăраççӗ, тӑван ялӗнче тӗпленсе юлаççӗ. Пӗр-пӗрин хыççăн ачисем Анна, Павел, Мария, Анастасия, Александра ҫуралаҫҫӗ.

2006 ҫултан пуҫласа Наталия Николаевна историпе обществознани урокӗсем енӗпе Упи вăтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ парать. Пӗр вӑхӑтрах Шолохов ячӗллӗ Мускаври гуманитари институтӗнче аслă пӗлӳ илет. Ачасене пӗлӳ панипе пӗр вăхăтрах вӑл шкулти «Краеведени музейне» те ертсе пыма пуҫлать. Майӗпен кăна музей валли, пулнисем çумне, ҫӗнӗ экспонатсем пуҫтарма тытӑнаҫҫӗ. Экспонатсене пăхса тухнă вăхăтра Наталия нумай ҫулсем каялла усă курнă, паянхи кун ӗнтӗ манăçа тухнă пир-авăр станокӗн каркасне тата унӑн нумай деталӗсем пулнине асăрханă, шăп çав самантра çак станока пухса ӗçлеттерсе ярас шухăш çуралать. Ялта пурӑнакан аслă çулсенчи ҫынсенчен ыйта-ыйта пӗлсе,  станока вӗрентекенсемпе, вӗренекенсемпе, ял халăхӗпе пӗрле пухса хунă вӗсем. Пухаççӗ, анчах малтан турттарса карса хуракан ҫипсене ӑҫтан илмеллине пӗлмеççӗ. Наталияна хунямӑшӗ Лидия аппа сӗнӗвӗпе, ялти ватă çынсенчен ӗлӗкхи çулсенчен сыхланса юлнă ҫипсене тупать. Ял ҫыннисем Антонина Наумовапа Зина аппа Никитина вара Наталияна станокпа ӗçлеме тата пир-авăр ӗçне алла илме вӗрентеҫҫӗ.

Музейре станок шучӗсем ӳсеççӗ: Николайпа Елена Мулендеевсем, Нина аппа Саймулова килӗнчи станокӗсене шкула параççӗ.

Ун хыççăн майӗпен тата çавăн пек станоксем тупса, шкул музейне илсе килеҫҫӗ. Пӗрремӗш станок çине тăснă кулчине вӗсем районти музея параҫҫӗ, çак станок паян та район центрӗнчи музейра тăрать тата килнӗ кашни çын унпа паллашма пултарать.

Каярахпа шкул музейӗнче пир-авӑр тӗртес енӗпе кружок йӗркеленӗ. Ăна, паллах, Наталия Николаевна ертсе пыма пуçлать. Ачасене ку ӗç питӗ килӗшет. Зина аппа Никитина пулăшнипе кулча тума вӗреннӗ. Пир тӗртесси те аталанса кайнă. Кӗҫех Наталия Николаевна ачасемпе пӗрле районта, ун хыççăн Хусанта иртнӗ Сабантуйсенче, Халăхсен хушшинчи «Крутушка» фестивальте тата Пӗтӗм Раҫҫейри «Кузьминки» фестивалӗнче мастер-классенче хутшӑнма пуҫлаççӗ.

Наталия Куракина инициативипе шкулта пир-авăр тӗртекенсен мастерскойне уçас енӗпе проект туса хатӗрлеççӗ, вӗсем ҫав проекта хӳтӗлеççӗ тата ТР Министрсен Кабинечӗн грантне ҫӗнсе илеççӗ. Грант укçипе станокшăн кирлӗ пулакан материалсем тата пӗр çӗнӗ пир-авăр станокӗ туянаççӗ. Паян музей мастерскойӗнче пилӗк пир-авӑр станокӗ пур. Наталия Николаевна çулсерен Раҫҫейри пир-авӑр тӗртекенсен форумӗнче хутшӑнать, кунта питӗ нумай ăстасемпе паллашать, опычӗпе паллаштарать.

– Паянхи кун та эпӗ Тюмень, Мускав, Самара пек хуласенче пурăнакан пир-авӑрсем тӗртекенсемпе ҫыхӑнура тăратӑп, вӗсенчен нумай вӗрентӗм, – тет Наталия.

Пир-авӑр мастерскойӗнче ачасем амăшӗсем валли уявсем тӗлне салфетка, пӗчӗккӗ сумкăсем, çатма айне хуракан подставка пек тӗрлӗ парнесем тума пусма тӗртеççӗ.

Наталия Николаевнан тата тепӗр интересӗ пур – вӑл ятарлă хут, изолон, фомиран пек тӗрлӗ материалсенчен чечексем тӑвасси.

Наталия хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫак шухăш ӑна 2018 ҫулта килет. Вăл вăхăтра вăл вӗренсе тухакан 11 класс ертӳçи пулать. Ҫавӑнпа та вӑл вӗренсе тухакансен каçне тата та илемлӗрех тăвассишӗн фотозона тума, ӑна хитререх илемлетме шутлать. Интернета кӗрсе, тӗрлӗ материалран илемлетсе мăкăнь, роза чечекӗсем тумалли вăрттăнлăхсене вӗренет. Фотозона питӗ илемлӗ килсе тухать, шкулта традицие кӗрсе каять. Иккӗмӗш фотозонăна вăл кӗçӗн хӗрне Александрăна ача çуратмалли уйрăмран илсе тухмалли кун хатӗрлет. Ҫак чечексем паян та районти тӗп больницăн ача çуратмалли уйрӑмӗнче фотозонăра тăраççӗ. Асăнмалăх пултăр тесе, ашшӗ-амăшӗсем, паян та çавăнта сăн ӳкерттереҫҫӗ. Наталия Николаевнан аллисемпе хатӗрленӗ тӗрлӗ чечексем паян районти ЗАГС залне, «Ӑшӑ ҫурт» социаллӑ приютӑн фойине, Упи вӑтам шкулне илем кӳреҫҫӗ.

Хăй ӗҫлекен Упи вӑтам шкултӗнче те изолонран, фоамиранран тӗрлӗ чечексем тăвас енӗпе кружок йӗркелет Наталия Николаевна. Кунта 12 вӗренекен интересленет, тет вăл. Ачасене те вăл тӗрлӗ материалтан чечексем тума вӗрентет.

Наталия чечексем тăвассипе пӗрлех бисерпа тӗрлесси, бисертан чӑваш наци костюмӗсем çине орнаментсем тăвассипе те интересленет.

Тӗрлӗ ҫулсенче вӑл «Православи инициативи» проекчӗпе «Православи сукмакӗ», «Родничок» ачасен чăваш ансамбльне йӗркелесси» проектпа ТР Правительствин, район пуҫлӑхӗн «Чи лайӑх вӗрентекен», ТР Вӗренӳ тата наука министерствин «Вӗрентекен-мастер» Гранчӗсене тивӗçлӗ пулать. «Çулталӑк хӗрарӑмӗ. Çулталăк арçынни: хӗрарăм куçӗпе» конкурсăн, «Хӗрарăм – анне» номинацийӗн республика этапӗнче çӳнтерӳçӗ те, 2015 ҫулта вара «Çулталăкри класс ертӳҫи – 2015» зона конкурсӗнче хутшӑннӑ.

Наталия Николаевнан тата тепӗр интересӗ – бисерпа тата вак шӑрҫапа чӑваш наци костюмӗсене капăрлатасси. «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» конкурсра хутшӑнассишӗн ӑна чӑваш эрешӗсемпе илемлетнӗ тумсем, пуҫа тăхăнмаллисем кирлӗ пулнӑ. Наталия Николаевна вӗсене хӑй аллипе тума шутланă. Интернета кӗрсе, вӑл кӗмӗл укçасенчен чăваш хӗрарăмӗсем тăхăнакан – хушпу тумалли вăрттăнлăхсене вӗренет. Малтан хăй туса пăхать, унтан  майӗпен кăна çак ӗçе вӗренекенӗсене те явăçтарма пуçлать. Хӑйӗн аллипе тунӑ пӗрремӗш хушпуне те  вӑл «Çулталӑк хӗрарӑмӗ» конкурсра тӑхӑнать.

Наталия Николаевна ҫемйипе  2017 çулта  «Нечкэбил-2017» XIII Республикăн илемлӗх тата çемье конкурсӗнче хутшӑнса, финалист пулать, III степеньлӗ Дипломпа парнеленет. 2018 ҫулта вара «Ватан»  Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн çамрăксен фестивалӗн зона этапӗнче «Ватан» VIII Республикӑри халăх творчествин çамрăксен фестивалӗн «Декораци-прикладное искусство» номинацийӗ енӗпе I степеньлӗ Диплома тивӗҫлӗ пулчӗç тата конкурсăн республика этапӗнче хутшӑнма май илчӗç.

Наталия Николаевнӑн тăрăшуллă, чыслă ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче район пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе, Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Председателӗн Фарит Мухаметшинӑн Тав ҫырӑвӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Çутӗç тата наука министерствин Хисеп грамотисемпе хаклаççӗ.

– Паллах, манăн ҫитӗнӳсенче ҫемьен, ачасен, хам вăй хуракан коллективăн, вӗренекенсен те пайӗ пысӑк. Мăшăрăм та мана ăнланать, манăн кашни пуçарура хăйӗн  канашӗсемпе те пулăшать. Хунямам та мана хамăн анне пекех, вӑл та мана кашни ӗçре канашӗсене парать, хавхалантарать, – тет Наталия.

Акă çапла, ашшӗ-амӑшне, мăшăрне, ачисене хакласа тата ыттисене хӑй мӗн пӗлнине вӗрентсе пурӑнать ялта Наталия. Паллах ӗнтӗ, ҫав ырӑ ӗҫсем ун патне чун канӑҫлӑхӗ, ăс-тăн пуянлӑхӗ, телей пулса таврӑнӗҫ. Мӗншӗн тесен çак хӗрарӑмӑн ӗҫӗсем – ҫынсене усӑ кӳрсе тăракан ыр кăмăллăх.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев