«Хутнă мунчана та кӗреймерӗ»
Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче пурӑнакан Минсарбар Хасанзяновна Алиуллина ашшӗсӗр ӳсет. Вӑл вӑрҫӑ ачи. Ҫак кунсенче вӑл 90 ҫул тултарнине палӑртрӗ.
Минсарбар аппа, ача кăна пулнӑ пулин те, ашшӗ вӑрҫа мӗнле кайнине питӗ лайӑх астӑвать. «Атте агрономччӗ. Кӗркунне хиртен тырă пухса пӗтерсе таврӑнчӗҫ кăна, вӑрҫа кайма хыпар илсе килчӗҫ. Атте хиртен таврӑннӑ çӗре анне мунча хутнӑччӗ, ҫав мунчана та кӗреймесӗр, вӑрҫа тухса кайрӗ», – тет вăл.
Ҫак кунтан пуçласа ашшӗнчен темиҫе ҫыру ҫеҫ килнӗ. Юлашки çырăвӗ Рязаньрен, госпитальте сипленнӗ вăхăтра пулнӑ. Часах çӗнӗрен вăрçа ăсатаççӗ, çырмасăр тăрăр, тенӗ. Ун хыҫҫӑн, икӗ уйӑхран, вилни ҫинчен хыпар килет. Ҫапла вара ҫемьере тӑватӑ ача ашшӗсӗр тăрса юлнă. Шӑллӗ ашшӗ тухса кайнӑ чухне ҫуралман пулнă.
Минсарбар аппа, ача чухнехине аса илсе, виҫ-тӑватӑ ҫемье пӗрле хӗл каҫни ҫинчен те калаçрӗ. «Пирӗн ҫурт пысӑкрахчӗ. Анчах хутса ӑшӑтма вутӑ çук, ҫавӑнпа темиҫе ҫемье пӗрле пухӑнса хӗл каҫаттăмăр», – тет вăл.
Ялти ватӑ ҫын нумай асап, нуша курать. Колхозран вӑл таврӑнмасăр тенӗ пек ӗçлет. Колхозăн котельнăйӗнче кӑмака хуранӗ ҫурӑлать, ун айӗнче юлать. Унӑн ӳт-пӗвӗ 60 процента яхӑн пиçет çавăн чухне, çапах та сывă юлать.
Минсарбар аппана ун чухне инвалидлӑх парасшӑн пулнă, анчах вӑл килӗшмест. Ҫулла – чӗкӗнтӗр хирӗнче ӗçлет, хӗлле фермӑри сурӑхсене пӑхать.
Вӑл пӗр хӗр пӑхса ӳстерет. Хальхи вăхăтра тӗп никӗсре пӗччен кăна пурăнать. Икӗ мӑнукӗ, кӗçӗн мăнукӗ пурришӗн савăнать, вӗсем яланах килсе, пулăшсах тăраççӗ. Социаллӑ ӗçчен Эльмира Валиуллина та ун патӗнчен кайманпа пӗрех.
Юбиляра сумлă уяв ячӗпе Ҫӗпрел районӗн Совечӗн аппарачӗн ертӳҫи Айрат Хасанов тата ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Гомар Халитов саламларӗҫ. РФ Президенчӗ ячӗпе саламлӑ ҫыру тата район пуҫлӑхӗнчен парне пачӗç, ырлăх-сывлăх сунчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев