Хулаҫырминче пурӑнакан эрех-сӑра е́çсе ӳсӗрӗлнӗ çынна ГИБДД ӗҫчене́сем тытса чарнӑ
Районти ГИБДД е́çченӗсем у́се́р водительсене тупса палӑртас енӗпе рейдсене малалла илсе пыраҫҫӗ.
Паян, октябрӗн 7-мӗшӗнче, районӑн ГИБДД инспекторӗсем у́се́р пуçпа автомобиль çу́ретекен водительсене тупса палӑртас енӗпе черетлӗ рейд ирттерче́ç. Районти ГИБДД сотрудникӗсен рейдӗнче ӳсӗрле транспорт çу́ретекен водитель то палӑртнӑ. Вӑл Хулаҫырми ялӗнче пурӑнакан ҫын пулса тухна́. Ӑна ГИБДД ӗҫчене́сем тытса чарнӑ, халӗ вара унӑн закона пӑснӑшӑн явап тытмалла пулать.
Аса илтеретпӗр, водителе пӗрремӗш хут у́се́рпе транспортпа çу́рене́ ва́ха́тра тытса чарсан, унӑн преступленийӗ уголовла́ пулса шутланмасть, ҫапах та вӑл ниепле те çа́ма́л хӑтӑлаймасть. Закон йе́ркине чи малтан пӑснӑшӑн наказани: 30 000 тенкӗ виҫепе штраф, водитель удостоверенине пе́р ҫултала́к ҫурӑран пуҫласа ике́ çулччен туртса иле́ç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев