Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хресчен-фермер хуçалăхӗсем, уйрăм хушма хуçалăхсем – яла пурăнтаракансем

Ашшӗпе ывăлӗ Владимирпа Константин Лысовсем вунӑ ҫул каялла Кивӗ Йӗлмел ялӗнче хресчен-фермер хуҫалӑхне йӗркелесе янăччӗ

Нумай чухне ял ҫыннисене фермер, е уйрăм хушма хуҫалӑхпа интересленессине мӗнрен тата мӗнле пуҫласа ямалла текен ыйту килсе тухать. Мӗншӗн тесен нумайӑшӗ халӗ харпăр хӑйсен ӗҫне пуҫласа ярасси çинчен ӗмӗтленет. Анчах  пӗлменнинчен хӑрани кӑна хӑш-пӗр чухне ҫав ӗмӗтсене чикӗлеме пултарать. Авӑ Лысов пеккисем, мӗнпур вăйне хурса, ӗçе пуçăннă.

– Чи пахи, пулас хуҫалӑхăн ӗҫӗ-хӗлӗн çул-йӗрне палӑртмалла. Сыснасем е мӑйракаллӑ шултра выльӑх усраса аш туса илесси, таварлă-сӗт фермисем тăвасси-и, кроликсем  е пулӑ ӗрчетесси – кăмăлна кайнине суйласа, хăвăншăн палăрт та, малалла ут, – тет çавна май Владимир Лысов.

Вӗсем хӑйсен кӗҫӗн ывӑлӗпе Константинпа мӑйракаллӑ шултра выльӑх самăртмалли çул-йӗре суйласа илеççӗ. Çак отрасль енӗпе вӗсен опычӗ те пулать. Пӗр-икӗ çул хыççăн çак çул-йӗре «рентабельлӗ» тесе йышăнчӗç. Мӗншӗн тесен пасарта яланах аш кирлӗхӗ палăрать. Паллă ӗнтӗ, ӗмӗте пурнăçлассишӗн Тутарстан Республикин Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерстви панă грант та пысăк пулăшу пулать вӗсемшӗн.

– Малтан 30х11 метр пысăкăшӗнче вите турăмăр. Унтан 15 сӑвакан ӗне туянтăмăр. Ҫулсем иртрӗҫ, манӑн выльӑх-чӗрлӗх енӗпе ӗҫ майӗпен йӗркеленсе пычӗ, икӗ ывӑл та пулӑшса тăчӗç. Тата вара ҫӗнӗ здани тума шут тытрӑмăр. Мӗншӗн тесен 15-18 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх усранă пӗчӗккӗ кăна фермăн тупăшӗ пысăках марччӗ. Экономикӑна ҫирӗплетессишӗн выльӑх-чӗрлӗхӗн пуç йышне ӳстертӗмӗр. Техника туянма, ытти тӑкаксене саплаштарассишӗн те выльăхсене сахалтан та 50 пуҫа çитермеллеччӗ. Выльӑх апачӗпе проблемӑсем ҫук – 115 гектар сухаланакан çӗрӗмӗр пур. Хăйӗнче апат базисем пурри отрасль рентабельлӗхне ӳстерет, – тет Владимир Лысов.

Çак çемьене – чăн ӗç хуçисем тесе калама пулать. Ывӑлӗсем шкул çулне çитичченех çамрăклах ашшӗне хуçалăх ӗçӗнче пулăшатчӗç. Халӗ ӗнтӗ асли Владислав Шупашкарти патшалӑх университечӗн медицина факультетне вӗçленӗ. Кӗҫӗнни вара – Константин малашне ял хуҫалӑх сферинче хӑйӗн ӗҫне тума ӗмӗтленсе, Пӑвари ветеринари техникумне вӗренме кӗнӗ, специалист дипломне те илнӗ. Ашшӗн фермер хуҫалӑхӗнче «тӗп специалист». Мӑйракаллӑ шултра выльӑх усрамалли мӗнпур процессем те унăн контролӗнче.

Паянхи кун выльӑх-чӗрлӗх фермисене пулӑшу парас тата ăна аталантарас енӗпе патшалӑхăн çакăн пек нумай программисем пур. Грантсем, техникӑна лизингпа илмелли майсем, процент ставкине чакарнӑ кредитсем тата ҫак кредитсен проценчӗсене субсидилесси тата ытти те. Константин та кӑҫал Тутарстан Республикин Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви йӗркеленӗ «Ҫемье ферми» конкурсӗнче  хутшӑнса, 400 пин тенкӗлӗх  грант илчӗ. Ҫав укҫапа сакӑр пуç ӗне валли шутланакан здани туса хунă, ӗнесем туяннă. Паян ҫак мини-фермӑра талӑкра пӗтӗмӗшле 70 килограмм сӗт туса илеҫҫӗ. Володьӑн мӑшӑрӗ Галина (специальноҫӗ енӗпе финансист) сăмахӗсенчен палăрнă тӑрӑх, уйӑхсерен сӗт сутнинчен  ҫемье бюджетне 25-30 пин тенкӗ укçа кӗрет. Кӑҫал кӑна чӗрӗ виçепе 550-600 килограма тӳрӗ килнӗ 18 пуç мăйракаллă шултра выльăх сутнă. Укҫа, паллах, пӗлӗтрен юр пулса çумасть, акă çапла ҫемьепе тăрăшса ӗҫлесен пухӑнать ӗнтӗ вӑл.

Ҫак кунсенче кӑна район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та Лысовсен хуҫалӑхӗнче пулчӗ. Вӑл вӗсен хуҫалӑхӗпе, проблемисемпе интересленчӗ. Лысовсем вара ӳпкелешмерӗç, мӗншӗн тесен ӗçрен хӑраманнисен ӳпкев çук.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев