Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хоккей. Ильмир Хайбуллова асӑнса

«Алтын Барс» керменӗнче  Ҫӗпрел районӗн икӗ  тата Кайпăç районӗн пӗр команди хоккейла вылярӗç

Çамрăксен хушшинче Тутарстанӑн чемпионне Ильмир Хайбуллова халалланă шайбăллă хоккей енӗпе турнир иртрӗ.

Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин çумӗ Айрат Залялов ҫамрӑк спортсменсене саламласа, вӗсене ӑнӑҫу тата ҫӑмӑл ҫӗнтерӳ сунчӗ. Айрат Фиркатович ҫамрӑк хоккеистсене Ильмир Хайбуллов биографийӗпе кӗскен паллаштарчӗ.

Спортсменсен умӗнче Ильмирăн амӑшӗ Рузания Хайбуллова та тухса калаçрӗ. Вӑл турнир йӗркелӳҫисене тав турӗ тата командӑсене ӑнӑҫлӑ выляма сунчӗ. Турнира курма ӗлӗкхи ҫулсенче Ильмир Хайбулловпа пӗрле районти пӗрлештернӗ командăра вылянă Ильгиз Хафизов та килнӗччӗ, вăл хăйӗн юлташӗн амăшне  асӑнмалӑх парне пачӗ.

Пӑр ҫинче, пӗрремӗшӗсем пулса, Хулаçырми  тата Кайпăç районӗсен хоккеисчӗсем вылярӗç. Иккӗмӗшӗсем пулса Хулаçырмипе Ҫӗпрел командисем вăй виçрӗç. Виҫҫӗмӗшӗсем пулса вара, пӑр ҫине Ҫӗпрел тата Кайпăç районӗсен командисем тухрӗç. Ҫӗпрелӗн команди Кайпăç хоккеисчӗсене 9:1 шутпа ҫӗнтерчӗ, 1-мӗш вырӑна тивӗҫлӗн йышӑнчӗ. Хулаçырми команди иккӗмӗш пулчӗ, виҫҫӗмӗш вырăна вара Кайпăç  районӗн команди çӗнсе илчӗ.

Турнирӑн чи лайӑх вӑйçисене те палӑртрӗç.  Ярослав Юркин (Хулаҫырми) «Чи лайӑх вылякан» пулса палăрчӗ. Ильназ Зяббаров (Ҫӗпрел) – «Чи лайӑх тапӑнакан»,  Марат Миннуллин (Кайпăç) – «Чи лайӑх хӳтӗлевҫӗ»   пулчӗ.

Мӗнпур призер командӑсене тата чи лайӑх вылякансене номинацисем енӗпе Дипломсем, кубоксем тата асӑнмалӑх парнесем пачӗç. Турнирăн судйисем Руслан Алимовпа Даниф Шарафутдинов та парнесӗр юлмарӗç.

Справка

Ильмир Хайбуллов мӗн ачаранах спортăн мӗнпур тӗсӗсемпе интересленнӗ, хоккейла лайӑх вылянă. 1991 ҫулта Ҫӗпрел районӗн пӗрлештернӗ командин составӗнче ял районӗсен хушшинче Тутарстан Республикин чемпионӗн ятне тивӗçлӗ пулнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев