«Хӗлхем» ансамбль Ульяновск хулинчи Акатуйра
Геннадий Карсаков, «Хӗлхем» коллективăн членӗ
«Акатуй йӑли-йӗркисене пирвайхи хут Ульяновск облаҫӗнче 1990 ҫулта йӗркелесе ирттернӗ. Ҫак уяв чӑваш халӑхӗн кулленхи пурнăçӗн наци хӑйне евӗрлӗхне тата традицилле культура хаклӑхӗсене сыхласа хӑварас енӗпе пысӑк ӗҫ пулса тӑчӗ, ҫитӗнсе пыракан ăрăва наци йӑли-йӗркисене явӑҫтарма пулӑшать», – тесе палӑртса иртрӗ чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Олег Мустаев, «Акатуй» уявне уçса.
31-мӗш облаçри Акатуй уявне уявлама Ульяновск хулин губернаторӗн ӗçне вăхăтлăха пурнăçлакан Алексей Русских, Чӑваш Ен Правительствин представителӗсем, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Владислав Третьяк, Чăваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов, облаçри чӑваш диаспорин членӗсем, Тутарстан, Пушкӑртстан, Самара тата Ульяновск облаҫӗсен хăнисем, пултарулăх артисчӗсем хутшӑнчӗҫ.
Уяв хӑнисене культура программине пилӗк регионтан 30 пултарулӑх коллективӗ сӗнчӗ. Акатуй концерчӗн программи 29 пултарулӑх коллективне явăçтарчӗ, çав шутра, 18-шӗ Ульяновск облаçӗнчен килнӗччӗ. Чӑваш Енрен «Сувар» халӑх ташшисен ансамблӗ, «Асамат» ҫамрӑксен эстрада ансамблӗ, Ульяновскри «Эревет», «Шанăç» чăваш юррисен ансамблӗ, «Мерчен» ҫамрӑксен ансамблӗ хӑйсен номерӗсене сӗнчӗç. Ҫак уявра, уйрӑмах, Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» чӑваш фольклор ансамблӗн коллективӗ те хастар хутшӑнчӗ. Унăн составӗнче Упи, Хулаçырми, Анат Чакă, Çӗнӗ Йӗлмел, Чӑваш Çӗпрел тата Кивӗ Çӗпрел ял тăрăхӗсен фольклор искусствине юратакансем те пурччӗ.
«Хӗлхем» чăваш фольклор ансамблӗн коллективӗ Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхне Марат Гафарова, районти культура уйрăмне тата районти Культура çурчӗн дирекцине ҫак наци уявне хутшӑнма май туса панӑшӑн тав тӑвать, вӗсене сывлӑх, районти наци йӑли-йӗркисене ҫӗнетес тата халӑх культурине аталантарас енӗпе ӗçӗсенче ӑнӑҫу сунать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев