Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хӗлхем» ансамбль – Дипломант

Менделеевск районӗнчи «Татарские Чаллы» культура ҫурчӗн базинче пӗрремӗш хут чӑваш наци культурин «Тӑван чӗлхе – халӑх чунӗ» ятлă 1 регион шайӗнчи фестиваль-конкурс иртрӗ.

Ҫак культура мероприятийӗн программинче тӗрлӗ номинацисем палӑртнӑччӗ: фольклор коллективӗсен юрри-ташшисем, ансамбльсем, ача-пӑча коллективӗсем те, илемлӗх сӑмахӗ, концерт номерӗсем те, ташӑ тата ытти те. Фестивалӗн тӗллевӗсемпе тивӗçӗсем – чӑвашсен культура еткерлӗхне сыхласа упрасси, аталантарасси, наци таланчӗсене пулӑшу парасси, нацисен хушшинчи культура улшӑнӑвне, çыхăнăвне йӗркелесси тата ҫирӗплетессиччӗ.

Кунта Тутарстан Республикинчи нумай хулапа районсенчен коллективсем хӑйсен таланчӗсене кӑтартма килнӗччӗ. Фестивальте пирӗн районти «Хӗлхем» чăваш ансамблӗ те активлă хутшăнчӗ, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Сердцева ертсе пынипе тата концерт программипе тухса, чӑваш халӑх юрри-ташшине куракансене кӑтартрӗ. Пирӗн ансамбль йышӗнче: Петр Гордеев, Лидия Насыбуллина (Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ), Зоя Кузнецова, Светлана Кудрявцева тата Людмила Афанасьева (Чăваш Ҫӗпрел), Геннадий Карсаков, Николай Мулеев, Наталья Макарова (Ҫӗнӗ йӗлмел), Владимир Такмаковпа Василий Кадушкин  (Кивӗ Чакă тата Кӗҫӗн Аксу), Зинаида Гордеева, Мария Бушуева (Хулаçырми), Валерий Самойлов (Кивӗ Йӗлмел). Ҫавӑн пекех вокал-соло номинацири уйрӑм номерсен кӑтартӑвӗсем тӑрӑх пирӗн артистсем призлă вырӑнсене йышӑнчӗç. Владимир Такмаковпа  Людмила Сердцева иккӗмӗш степеньлӗ дипломсене,  ҫавӑн пекех, Наталья Макарова виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тата асăнмалăх парнесене тивӗçрӗç. Пӗтӗмлетӳсем тăрăх, пирӗн районти «Хӗлхем» ансамбль ҫак фестивалӗн иккӗмӗш степеньлӗ Дипломне илме тивӗҫлӗ пулчӗ. «Хӗлхем» ансамблӗн хастарӗсем район администрацине, Культура çурчӗн тата районти культура уйрăмне ҫак фестивале хутшӑнма май туса панӑшӑн чунтан тав тӑваҫҫӗ.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев