Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Хӗлхем» ансамбль «Балкыш» фестивальте лауреат Дипломне çӗнсе илчӗ

Фестиваль

Апрелӗн      29-мӗшӗнче Г.Тукай ячӗллӗ тутар     патшалӑх филармонийӗнче ветерансен хушшинчи пултарулӑх юрӑҫисен VII «Балкыш» («Шевле») республика фестивалӗн пӗрремӗш гала-концерчӗ иртрӗ.

VII фестивале Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77 ҫул ҫитнине тата Тутарстан Республикинчи Ветерансен (пенсионерсен) регионти общество организацийӗн юбилейне халалланӑччӗ, кăçал 35 ҫул тултарать.

Фестивалӗн зонăри (суйлав) смотрӗсенче 3300 ытла юрăҫă сцена çине тухнă.

Республикӑри жюри пӗтӗмӗшле 530 ытла номере хакланă.

Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Сердцева ертсе пыракан «Хӗлхем» чӑваш халӑх фольклор ансамбльне  «Фольклор» номинацире лауреат дипломӗпе наградăларӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев