Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Хисепре эс ял-йышра

Наталия Куракина

1952 çулхи февралĕн 5-мĕшĕнче Çĕнĕ Упи ялӗнчи Пётр Николаевичпа Елизавета Николаевна Адъютантовсен çемйинче кĕтнĕ ывăл ача çуралнă. Аслă аппăшĕсем Юляпа Зинаида пĕчĕк шăллĕне савăнса кĕтсе илнĕ, мĕнле савăнмăн, пулăшакан çуралнă-çке. Ачана аслашшĕпе кукашшĕ ятне – Николай, Коля тесе ят панă.

Ача мĕн пĕчĕкрен ĕçе çыпçăннă, ӳркенсе тăман, мӗнле ĕç хушсан та тăрăшса ĕçленĕ: кил-çурта амăшне,  аппăшĕсене, ашшĕне пулăшнă. Кăшт пысăклансан колхоза чупма пуçланă, ашшĕ лашасем пăхнă çĕрте ĕçленипе, Коляна та çавăнтах туртнă. Лашапа ярăнса çӳреме юратнă вăл.

Шкула кайма вăхăт çитсен аппăшĕпе пĕрле шкула чупнă, шкул хыççăн вара, колхоза вĕçтернĕ. 1967 çулта аллине аттестат илсен, нумай шухăшласа тăмасăр, Пăваналла çул тытнă, унта хурçă лашана çăварлăхлама вĕрентеççӗ, иккен. Икĕ çул хушши СПТУ-15ра вĕренсе, анлă профильлӗ механизатор пулса тухнă. Тăван яла таврăнса П.В.Чапаев ячĕллĕ колхозра тракторист пулса ĕçлеме пуçланă. Каччăна салтака та çакăнтанах, 1971 çулхи ноябрĕн уйăхӗнче, тăван килĕнчен уйăрса тĕнче хĕрринех илсе кайнă. Çапла Николай Адъютантов Архангельск хулине çитнĕ, нихăçан курман тинĕсе курнă. Çĕнĕ юлташсем тупнă, çĕршыва сыхлама кирлĕ пулакан пĕлӳсем илнĕ.

Икĕ çултан ашшӗпе-амăшӗн килне, тăван ялне таврăннă, урăх хулана каяс шухăш та çуралман ун. Хурçă юлташĕ кĕтсе тăрат вĕт, ăçта пăрахса кайăн? 1973 çултан пуçласа 1997 çулчченех механизатор пулса ĕçлет Николай Петрович. Ĕçрен ӳркенмест, хăрамаст, мĕн хушнине чун-чĕрине парса пурнăçлать вăл. Çавна кура ертсе пыракансем хастар механизатора парнесем, Хисеп грамотисем парса чыслаççĕ, тата та аванрах ĕçлеме хавхаллантараççĕ. Сывлăхне сиплеме санаторие путёвкасемпе тивĕçтереççĕ. Паллах, ӗçленине курма пӗлсен татах та аванрах ĕçлес килет!

Тырăпул начар пулнă çул, хастар тракторист-механизаторсене Вăтам Азине ĕçлеме илсе каяççĕ. Çапла вара, тĕлĕнмелле çĕршывра та пулса курма тивет Николай Петровича. Тахçанхи çулçӳрев çинчен паян кун та альбомри сăн ӳкерĕксем аса илтереççĕ. Ачасемпе, мăнуксемпе курса савăнмаллăх пур çав вара.

1975 çулхи февраль уйăхӗнче çамрăк каччă ял хĕрĕпе, Люся Лукьяновапа çирĕп çемье çавăрать. Мăшăрĕпе вĕсем пилĕк ача çуратса ӳстерсе, вӗрентсе кăларса, çемьеллӗ тунă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывалĕ паянхи кун тĕнчен тĕрлĕ кĕтессинче хăйсен çемйисемпе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне 18 мăнук парнеленĕ, мăнкукамайпа мăнкукаçей те пулнă ĕнтĕ Николай Петровичпа Люся Васильевна. Тăван ачисем çитĕнсен виçĕ пĕртăван ачана усрава илсе пăхса ӳстерсе, пурнăç çулĕ çине тăратма Турă вăй хăват панă чăн-чăнах та маттур мăшăра.

Люся Васильевна нумай çул Упири больницăра повар, санитарка пулса ĕçленĕ, çăвĕпе чикĕнтĕр ани çинче вăй хунă. Хăйпе пĕрле ачисене те ĕçе вĕрентнĕ. Аслисем ашшĕне пулăшнă пулсан, кĕçеннисем амăшĕ çумĕнче мăштăртатнă. Чи пĕчĕккисем асламăшĕ çумĕнче халап итленĕ. Елизавета Николаевна халап калама ăста пулнă. Кинĕпе вĕсем килĕштерсе, кун кунланă. Кинĕ ĕçре чухне ачисемшĕн пăшарханман, асламăшĕ пур-çке. Кил çуртра куç-хăлха.

Николай Петрович килте ларма хăнăхман, тракторпа ĕçлеме пăрахсан лашасем пăхнă, ĕне сунă çĕрте те, шкулти котельныйĕнче кочегар пулса, «КСК-100-А» агрегатпа витаминлă апат хатĕрленĕ çĕрте те ĕçленĕ. Ăçта ĕçлесен те хисеп çĕнсе илнĕ. Ял-йыш ăна ĕçченлĕхӗшĕн хисеплет, сума сăвать. 2012 çулта тивĕçлĕ канăва тухсан та тата икĕ çул ĕçне пăрахман вăл.

Халĕ вара Николай Петровичпа мăшарĕ тăван килӗнче савăнса пурăнаççĕ. Ахаль ларма юратманран,  картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, пахчинче апат-çимĕç ӳстереççĕ. Хулара пурăнакан ачисемпе манукĕсене ялти кучченеçсемпе хăналаççĕ.

Мӗнпур ачипе мăнукĕсем пĕрле пуçтарăнсан пӳрт шавласа тăрать! Аслашшĕпе асламăшĕ, кукашшĕпе кукамăшĕ савăнаççĕ вара. Аякра пурăнакан ачисемпе телефонпа калаçса тараççĕ, хăнана кĕтеççĕ.

Кашни атте-анне, паллах, ачисемшӗн пăшăрханать, анчах пур çĕрте те атте-анне сыхласа пĕтерес çук. Çакна аван ăнланаççĕ Николай Петровичпа Люся Васильевна (ӳкерчӗкре), кашни самантра Турăран ачисемпе мăнукĕсемшӗн, тăванĕсемшĕн, пĕлĕшĕсемшĕн сывлăх ыйтаççĕ. Тĕнчере варçă ан пултăрччĕ, теççĕ. Хăйсем вăрçă хыççăнхи ачасем пулнă май, ашшĕсем те вăрçă тутине аван тутаннă вĕсен, çавăнпа та тĕнче тикĕс тăни тем пек паха пулнине аван пĕлеççĕ. Пурнăçăн хакне пĕлеççĕ. Кашни кунран савăнăçне тупаççĕ, çынсене пулăшма васкаççĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев