Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Хăвăрт хушăра пулӑшу пачӗç

Тав сăмахӗ

Июлӗн юлашки кунӗсем пирӗн ҫемьене хуйхӑ илсе килчӗç – пирӗн ҫуртра пушар килсе тухрӗ. Мунчана, мунчан пăлтăрне тата верандӑна вут чӗлхисем хӑвӑрт явса илчӗç те кӗле çавăрчӗç.

Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек пулса иртесси çинчен никам та шухӑшламасть, ҫавӑнпа эпир те ун ҫинчен шухӑшламан. Ҫакӑн пек хуйхӑпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн эпир ҫухалса кайрӑмӑр. Анчах иккӗмӗш кунне, юрать-ха хамӑр кил-çурта страховать тунăччӗ тесе, кăштах вăй хушнă пек туйрăмăр.  Мӗншӗн тесен кил-çурта страховани тунă компани кирлӗ документсене хатӗрлеме пулӑшрӗ, укçине те пачӗ. Ҫемьепе эпир Марина Спиридонована, Гульнара Шагаевана тата Гузалия Миначетдинована хаҫат урлă тав тунине пӗлтеретпӗр. Ӗҫӗсенче малашне ăнăçу сунатпӑр!

Мадуровсен ҫемйи, Кивӗ Çӗпрел ялӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев