Хăрушсăрлăх никӗсӗсем: ГИБДД
«Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ» – оперативлă профилактика мероприятийӗ
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн начальникӗ, полици майорӗ Анатолий Михайлов пӗлтернӗ тăрăх, ҫул-йӗр-транспорт аварийӗсене пула килсе тухакан сиенӗн йывӑрлăхӗсене чакарас тӗллевпе, 2020 çулхи июнӗн 11-мӗшӗнчен пуҫласа «Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗ» оперативлă профилактика мероприятийӗ Тутарстан Республикин пӗтӗм территорийӗнче июнӗн 30-мӗшӗччен малалла пырать.
Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр-юхăмӗн правилисен 2.1.2 пункчӗпе килӗшӳллӗн, хăрушсăрлăх пиçиххийӗсемпе оборудованиленӗ транспорт средствине çӳретекен сыхă пулмалла тата вӗсем çак пиçиххисене çаклатман пассажирсене çӳретме тивӗçлӗ мар. Транспорт дисциплинин центрӗсен тишкерӗвӗн даннăйӗсенчен курăннă тăрăх, хӑрушсӑрлӑх пиçиххийӗсемпе усӑ курни çул-йӗр-транспорт аварийӗсенче машина çӳретекене тата малти ларкăч çинчи пассажира çан-çурăм суранӗ илессине – 50%, хыçалти ларкăч çинчи пассажирсене суранланасран – 25% чакарать. Автомашина ҫаврӑнса хупланнă вăхăтра та хăрушсăрлăх пиçиххине çаклатнă çынсен сывă юлас шанчӑка пилӗк хут ӳстерет.
Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи ГИБДД уйрӑмӗн ҫул-йӗр-юхăмӗн правилисене ҫирӗп пӑхӑнмаллине асăрхаттарчӗ тата ҫул-йӗр-юхăмӗнче хутшăнакансене асӑрхануллӑ та сыхă пулма чӗнсе калать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев