Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ ӳсет
Тутарстан Республикинче ял халăхӗн ӗçлӗ активлăхне ӳстерессине шута илнӗ, пӗчӗк бизнеса, уйрăм хушма хуҫалӑхсене пулӑшас енӗпе программӑсем вăя кӗреҫҫӗ
Ăнăçлă ӗçлесе кайрӗ
Коопераци
«Çӗпрел кооперацийӗ» 2018 ҫулта йӗркеленнӗччӗ. Кооператив ял хуҫалӑх продукцине нумай тата ваккӑн сутасссине, ӗçе кӗртессине, автотранспорт, халӑха пулӑшу кăтартас çул-йӗрсене аталантарассине шута илет.
Унăн составне пӗрремӗшӗсем пулса «Хлебозавод» кооперативӗ кӗнӗччӗ. Паянхи кун унăн составӗнче кайăк-кӗшӗк ӳстерес енӗпе интересленекен Рустам Бадиков, «Чулпан» общество (директорӗ Рамис Куликов), «Альфред Низамов» хресчен-фермерлăх хуҫалӑхӗ те пур.
Коопераци правленийӗн ертӳçи Альфред Низамов 2020 ҫулта пӗр автолавка, ҫавӑн пекех ҫӑкӑр, кулинари изделийӗсене сутассишӗн икӗ машина туянни, кунсăр пуçне, Ҫӗнӗ Чукал ялӗнче модульлӗ лавкка уҫăлни тата район центрӗнче çăкăр завочӗн «Çӑкӑр тата кофе» лавкка тума пуçлани çинчен пӗлтерчӗ.
– Мӗнпур ӗçсем те Тутарстан Республикинчи Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви пурнӑҫлакан программӑсем пулăшнипе пурнӑҫланаççӗ. Çак çул-йӗрпе кӑҫал та ӗҫлӗпӗр. Паянхи кун тӗлне кооператив составӗнче, çаплах, «Туслăх» кооперативӗ те пур, вӑл малашне аш продукцийӗ туса кăларассипе интересленӗ. Ретӗмӗр малалла та туллиленӗ, тесе шутлатпăр. Хамăрăн продукцие сутмалли калӑпӑша ӳстерме, ял халăхне кăтартакан пулӑшу ӗҫӗсене анлӑлатасшăн, – тесе палӑртса иртрӗ Альфред Низамов.
Çак кунсенче кăна «Çӗпрел кооперацийӗ» потребительсен кооперативӗн пӗтӗмлетӳ пухăвӗ те пулчӗ. 2020 ҫулти ӗçсене пӗтӗмлетӳ турӗç, кăçалхи çул валли задачăсем палăртрӗç. Мероприятире «Татпотребсоюз» правленийӗн ертӳçин ҫумӗ Тимур Сайфуллин, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономика ыйтӑвӗсем енӗпе çумӗ Ильмир Измайлов та хутшӑнчӗç.
Программăсем
Пирӗн район ҫыннисем ял халӑхне пулӑшу паракан программăсемпе мӗнле усӑ кураҫҫӗ? Районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин экономика аталанӑвӗ, финанссем тата ял хуҫалӑхӗ енӗпе çумӗ Ильмир Измайловпа пулнă калаҫăвăмӑр çакăн çинчен.
– Ильмир Расихович, ял хуçалăхне аталантарас енӗпе программăсенчен хăшне пирӗн халăх кăмăллать?
– Хамӑр черетӗмӗрте, эпир район халăхне вăя кӗнӗ мӗнпур программӑсенче те активлă хутшӑнтарассишӗн тӑрӑшатпӑр. Уйрӑммăн илсен вара – пирте халӑх уйрăм хушма хуҫалӑхсенче мини-фермӑсем тумалли программӑна уйрăмах лайӑх йышӑнчӗ. Программа 2015 ҫултанпа ӗçлет. Ҫак ҫулсем хушшинче районта 84 ҫын мини-ферма тăвассишӗн патшалӑхран пулӑшу илчӗ. Тата çавна пула 370 пуҫ ӗнесен шучӗ ӳсрӗ. Пулăшу та сакăр ӗне валли мини-ферма тунӑ тӗслӗхре – 400 пин тенкӗ, пилӗк пуçшăн 200 пин тенкӗ калăпăшӗнче парăнать. Программăра хутшӑнас текенсенчен кăçал та заявленисем кӗтетпӗр.
– Юлашки ҫулсенче районта активлă ҫынсем фермер пулнă май та хăйсен ӗçӗсене пуçласа ячӗç. Пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӗсене те патшалӑх пулӑшать.
– Ҫапла, район шайӗнче 101 хресчен-фермер хуҫалӑхӗ пур. Вӗсенчен 60шӗ питӗ активлă ӗçлет. Урӑхла каласан, вӗсем уй-хир отраслӗпе те интересленеççӗ, выльӑх та усраççӗ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗсене тата та сарса яма планӗсем пур. Юлашки икӗ ҫул хушшинче кӑна та хресчен-фермер хуçалăхӗсенче усракан мăйракаллă шултра выльăхсен шучӗ 288 пуҫ ӳсрӗ. Фермерсен 18,5 пин гектар сухаланакан çӗрӗ пур.
Хальхи вăхăтра ял çыннине 50 пуç тата унран та ытларах ӗне валли шутланнă, 150 пуçран та сахал пулман мăйракаллă шултра выльăх самăртма; 500 пуç шайӗнче сурăх усрама; сахалтан та 200 пуç сăвăнакан качака; 200 пуç валли шутланнă лаша ферми; 10 пин кăркка; 20 пин бройлер; 3 пин хур; 7 пин кӑвакал ӳстерме шутланнă кайăк-кӗшӗк ферми тума субсидилекен программа та сӗнеççӗ.
– Пирӗн район шайӗнче 50 пуҫ ӗне сӑвакан ҫемьесем те пур вӗт ӗнтӗ...
– Çапла, пур. Ҫак программӑпа вӗсем те хӑйсен ӗҫӗсене сарса яма пултараççӗ тата хӑйсене сăнаса пӑхма кăмăллакансем те. Ӗҫе пуçăнма хӑрамалла мар. Çак вырӑнта Тутар Паснапуç ялӗнче пурăнакан Халиловсене тӗслӗхе илсе кăтартассăм килет. Вӗсен çемье ферминче паян 105 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх шутланать, вӗсенчен 50-шӗ – сӑвакан ӗнесем. Сăвăнакан сӗт хӗллехи тапхăрта та 500 килограма тӳрӗ килет. Вӗсем 264 гектар ҫӗр те ӗçе кӗртеççӗ. «Ҫемье ферми» тата çакăнпа хăйне евӗрлӗ, вӗсене пулӑшса тӑраҫҫӗ – вӗсенче хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ.
Район ҫыннисене тата пӗр – «Агростартап» текен программăна тимлӗхе илме сӗнесшӗн. Ҫак программа хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсене туса хурас тата аталантарас проектсене пурнӑҫа кӗртессине, вӗсене финанслама грантсем парассине шута илет. Финанс пулăшăвӗ наци проекчӗ шайӗнче федераллă бюджетран парăнать. Программа 2019-2024 ҫулсем валли шутланнӑ. Грантпа выльӑх-чӗрлӗхе ӳстерме тата выльӑх-чӗрлӗх зданийӗсене тума, ҫавӑн пекех 20 гектартан та кая пулман çӗр çинче тырпул çитӗнтерссипе интересленме; 10 гектартан та сахал пулман уçă грунт çинче (хупӑ грунт çинче 2000 тӑваткал метртан та сахал пулман калăпăшра) пахчаҫимӗҫпе интересленме тата темиҫе тӗрлӗ тӗллевпе усă курма май пур. Грант сумми 5 миллион тенкӗччен. Иртнӗ çул çак программăна кӗрсе районăн пӗр фермерӗ 100 пуç шутланакан мăйракаллă шултра выльăх самăртмалли ферма тума пулăшу илчӗ. Кӑҫал вара тата пилӗк фермер заявленипе килчӗ. Вӗсен проекчӗсене хӳтӗлесен районта выльăх самӑртма фермӑсем кӑна мар, 3 пин пуҫ шутланакан кайӑк-кӗшӗк тата лаша фермисем те пулӗҫ.
Ял тăрăхӗнче пурӑнакан, аграрлă бизнеспа интересленекен тата интересленме шутланă çынсемшӗн «Агростартап» программа чи лайăххи, тейӗттӗм. Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑхӗнче опычӗ пулман, анчах ял тăрăхне килсе хăйӗн ӗçне пуçласа яма кăмăллакансен те грант илме май пур. «Агростартап» уйрăм хушма хуçалăх хуçисене те парăнать. Анчах, конкурспа килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗ тесе йышӑннӑ хыҫҫӑн, çак уйрăм хушма хуçалăхăн хуçи 15 кун хушшинче хӑйӗн хуҫалӑхне федераллă налук службин органӗсенче хресчен-фермер хуçалăхӗ туса регистрацилеме тивӗҫлӗ. «Агростартап» программӑн уйрӑмлӑхӗ – çӗнӗ ӗç пуҫлакан фермерсене хӑйсен хуҫалӑхӗсене аталантарма 5 миллион тенкӗ таран патшалӑхран тӳлевсӗр пулăшу парасси. Çӗнӗ ӗç пуçланă фермерсен хуҫалӑхӗсене коопераци составӗнче пулнă вăхăтра гранта 6 миллион тенкӗ калăпăшра пама пăхăннă. Çак суммăн 90 процентне патшалăх тӳлевсӗр парать, урӑхла каласан, ӑна каялла тавӑрма ыйтмӗç, çав вăхăтра фермер хăйӗншӗн 10 процентран сахал пулман суммине ӗçе пуçласа ярассишӗн тăкакламалла.
– Ильмир Расихович, коопераци çинчен сăмах тухсан, районта йӗркеленӗ кооперативсен ӗҫӗ-хӗлӗ çинче те чарӑнсамăрччӗ.
– Районта 304 ҫынна ӗçе илнӗ вунӑ кооператив пур. Юлашки ҫулсенче кăна «Исток», «Туслăх»,«Тăваньел пахчисем», «Хлебозавод» ятлӑ ҫӗнӗ кооперативсем тунă. Вӗсенчен иккӗшӗ - «Исток» тата «Туслăх» – 10 миллион тенке яхăн калăпăшра грант илчӗç. Сӗте тата аша ӗçе кӗртмелли çул-йӗр енӗпе çак кооперативсем ҫывăх кунсенче хӑйсен ӗҫӗсене пуçласа ярӗç.
– Ҫаксем пурте район шайӗнче ӗҫленӗ программӑсем тата вӗсенче пирӗн район çыннисем те хутшӑнни пултаруллӑ, пултăклă арҫынсем, хӗрарӑмсем пуррине кӑтартса парать. Ялта бизнеса сарса ярас енӗпе ҫӗнӗ программӑсем пулӗç-ши, Ильмир Расихович?
– Республикӑра 2021 çул валли çӗнӗ программăсенчен «Агропрогресс» программи старт илчӗ. Ял хуҫалӑх производителӗсем хресчен-фермер хуçалăхӗсем, уйрӑм предпринимательсем, ял хуҫалӑх кооперативӗсемсӗр пуçне ыттисем, çӗнӗ программăсене кӗме пултараҫҫӗ. Сумми – 30 миллион тенкӗ таран. Условисем – пӗчӗк предпринимательлӗх критерийӗсене тӳрӗ килекен ял хуҫалӑх таварӗсем туса илекенсем хӑйсен ӗҫне регистрациленӗ хыҫҫӑн сахалтан та 24 уйӑх вăхăт иртме тивӗçлӗ. «Агропрогресс» программи ҫемье фермисене аталантарас енӗпе парăнакан грант условийӗсемпе пӗр евӗрлӗ тата çавăн пекех тӗллевсенче тытма та пăхăннă
– Ильмир Расихович, ялта харпăр хӑйӗн ӗҫне регистрацилесе пуҫласа ярас текен ҫын чи малтан ăçта тата кам патне кайма тивӗçлӗ?
– Чи малтанах ун пек ҫын хăйӗн шухăшне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне пӗлтерсен аван пулӗччӗ. Ҫавӑн пекех пиртен те ыйтса пӗлме пултарать. Телефон номерӗсем: 2-25-50, 2-26-94. Пулăшу парса тăма эпир яланах хатӗр.
Страницăна Гулия Фаизова хатӗрленӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев