Хамӑн вӗрентекенӗмсене тав тӑватӑп
Хыпарсем

Хамӑн вӗрентекенӗмсене тав тӑватӑп

1972 ҫулта эпӗ пӗрремӗш хут шкулăн алӑкне уçса кӗтӗм. Асăмра пире кулкаласа пӗрремӗш вӗрентекенӗмӗр Тамара Михайловна Замчалова кӗтсе илчӗ. Ăна пирӗнпе мӗн тери йывӑр пулнине эпӗ халӗ, хам вӗрентекен пулсан кăна ӑнлантӑм. Эпӗ ӑна час-часах аса илетӗп тата ун умӗнче пуç таятӑп.

Вӑтам тата аслӑ классенче вӗрентекенсем вара яланах улшӑнса тăчӗҫ, ҫавӑнпа та манăн чун-чӗрере тӗп вырӑна илнӗ вырăс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ  Людмила Петровна Бирюкована кăна калама пултаратăп. Шкулта вӗреннӗ чухне эпӗ гуманитари предмечӗсене пысăк тимлӗх патăм,  тӗллевӗм те, пӗлӳллӗ пуласиччӗ. Мӗнле кăна интерессем пулсан та, ҫын хӑйне-хăй аталантарса пыма, хӑйӗн валли мӗнле те пулин идеаллă образ туса, ун патне ӑнтӑлма тивӗç, тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та нумай чухне эпӗ ытларах хамӑн шухӑшсем çине тянса ӗçлетӗп. Вӗренекенсене те ҫавӑн пек воспитани пама тӑрӑшатӑп.

1982 ҫулта шкула вӗçлесе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика университетне вӗренме кӗтӗм. 1987 ҫулта педагогика енӗпе хам тӗллӗн малтанхи утӑмсене тума пуçларăм. Çак вăхăтра  вӗрентекенӗн профессийӗ мӗн таран йывӑр, анлă профильлӗ пулнине ӑнлантăм. Ҫак професси актерӑн, воспитателӗн, пӗлӳ параканăн тата ытти нумай кăна пахалăхсене хăй çине илнӗ.

Паянхи кун эпӗ 1 номерлӗ Кивӗ Ҫӗпрел вӑтам шкулӗнче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентекен пулса ӗҫлетӗп, гуманитари циклӗнчи вӗрентекенсен методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи пулса тӑратӑп.

Юхакан шывсем пек ӗмӗр иртет. Пурнăçăмăн виҫӗ теçетке çулне юратнă профессие халалланӑшӑн эпӗ питӗ телейлӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсем – вăл нумай ҫуллăх ӗçӗмӗн çимӗçӗсем. Вӗсенчен кашниех пурнăçра хӑйсен вырӑнне тупнă иккен, апла пулсан, манăн тӑрӑшăлăхăм сая кайман.

Кашни пысӑк ӗҫӗн никӗсӗнче пӗчӗк ӗç тăрать, пысӑк юханшывсем те пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланаççӗ. Ҫавӑнпа та эпир, вӗрентекенсем, мӗнле кăна саманара, тапхăрта, ӗмӗрте пурăнсан та, чи илемлӗ тӗслӗх, чи çутă маяк пулса юлма тивӗçлӗ.


Нет комментариев