Халӑх пухӑвӗсем вӗçленчӗç
Тӗлпулусем
Ҫак эрнере ертӳçӗсен ял халăхӗпе пулнă тӗлпулусен мероприятитйӗсем вӗҫленчӗç. Вӗсенчен хӑшӗсене Тутарстан Патшалӑх Совечӗн, Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗсем Шакир Ягудин, Ринат Гайзатуллин, Ильдар Гильмутдинов, Патшалӑх пурлӑхӗн управленйӗ енӗпе Федераци агентствин Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов та хутшăнчӗ.
Тӗрлӗ ялсенче халăхӗ тӗрлӗ проблемӑсем хускатрӗ. Упи ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем шыв пӑрӑхӗн сетьне хӑвӑртрах вырнаҫтарасса кӗтеҫҫӗ пулсан, Çӗнӗ Чукалсем, Кӗçӗн Шемӗршел ҫыннисем ҫул çуккишӗн ӳпкелешеҫҫӗ. Çулӗ лайӑх пулнă ялсен территорийӗсен таврашӗнче аварисем палӑраҫҫӗ – халăх водительсем хӑвӑртлăх режимне пӑхӑнманни ҫинчен пӗлтерет, ҫавна май ҫулсем ҫине чӑрмавсем лартма ыйтать. Чылай ялсенче ҫӗр пайӗшӗн тӳлев суммине ӳстерме кирли çинчен те хускатрӗç. Кӗçӗн Чăнлăра электричество юписене çӗнӗ юпасемпе улăштарасси – кулленхи проблема пулса юлать.
Халăх пӗлтернӗ кашни ыйтӑва ҫырса хунӑ. Вӗсем тӑрӑх «ҫул карттине» тăвӗç тата проблемăсене татса памалли ҫулсене палӑртӗç.
Пуху пуҫланас умӗн районти тӗрлӗ служба ертӳҫисен вырăнта йышӑнас ӗҫне те йӗркелесе янăччӗ. Ыйтусем ытларах районти социаллӑ хӳтлӗх тата пенси уйрӑмӗсене пулчӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев