Халăх вакцина тутарать
400 ытла ҫӗпрел çынни ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци иртнӗ
Ҫӗпрел районӗнче пӗр эрне хушшинче коронавирусӑн пилӗк ҫӗнӗ тӗслӗхӗ палӑрнӑ, тесе пӗлтерчӗç ытларикун район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан канашлу вăхăтӗнче.
Хальхи вӑхӑтра районти тӗп больницăн вăхăтлăха йӗркеленӗ госпиталӗнче 20рен ытла ҫын сипленет. Ҫӗпрел районӗнче пандеми пуҫланнӑранпа 134 ҫын коронавируспа чирленӗ, вӗсенчен 48-шӗ – стационарта, 86-шӗ – килӗсенче сипленнӗ. 745 рецептпа волонтёрсем 302 чирлӗ çын патне эмел кӳнӗ.
400 ытла Çӗпрел çынни ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцинаци иртнӗ.
– Вакцинацилекен кампани малалла пырать. Паянхи кун поликлиникӑра 90 доза вакцина пур. Хăйсене тата хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене COVID-19тан хӳтӗлес тесен прививка тутармалла, – тет тӗп врач Ильмас Шигабутдинов.
Ҫӗнӗ коронавирус инфекцине хирӗҫ вакцина тӑвас тесен маларах 2-24-90, 2-25-91 телефон номерӗсемпе шăнкăравласа ҫырӑнма пулать. Декабрь вӗҫӗнче пуҫланнӑ вакцинаци тӗлӗшпе ҫӗпрел çыннисен шухăшӗсем те лайӑх еннелле улшӑнни курӑнать. Унччен вакцинацие шансах кайман пулсан, халӗ ӑна нумайӑшӗ тутараҫҫӗ.
«Пăшăрхану» социаллӑ пулӑшу кăтартакан учрежденийӗн ертӳҫи Ильгизар Вафин вакцина тутарас енӗпе çапларах калаçрӗ:
– Эпӗ нумай ҫынпа калаҫатӑп, кирек хӑш вӑхӑтра та чирлеме пултаратӑп. Тен, чирленӗ те пулӗ, тетӗп. Анчах инфекци ниҫта та кайса кӗмест вӗт – вӑл каллех лекме пултарать. Çак вӑхӑтра организм ӑна мӗнле ирттерӗ – ку паллӑ мар, хальлӗхе ӑнлантарса пама та май ҫук. Коронавирус инфекцийӗ хыççăн килсе тухнă йывăрлăхсене ирттернӗ çынсене те прививка тума пулать иккен. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫитес кунсенчех сывлӑха упрама тата хама ҫирӗпрех иммунитетпа тивӗçтерме шут тытрӑм. Вакцинацин пӗрремӗш тапхӑрӗ симптомсӑр иртрӗ: температура хăпармарӗ, аллерги реакцийӗсем те палăрмарӗç. Вакцина тумалла тесе шутлатӑп, ыттисене те тума сӗнетӗп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев