Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Халăх çыравӗ – паха пулăм

Октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗ пуçланчӗ. Вăл 2021 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшӗччен пырать

Ҫӗпрел муниципаллă районӗнче Пӗтӗм Раççейри халăх çыравне ирттернӗ çӗрте 45 ҫынна:  6 контролера, 38 шута илекене тата 1 инструктора явăçтарнă.

Халӑх çыравне виҫӗ майпа ирттерӗç:

– 2021 çулхи октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 8-мӗшӗччен патшалӑх тата муниципаллă пулӑшусен пӗрлехи порталӗнче «Халӑх шутне илнӗ çӗрте хутшӑнасси» пулӑшу вăйра пулать.  Компьютертан,  е телефонран  мобильлӗ приложени урлӑ портала кӗрсе, çырав хучӗсене хăв тӗллӗн тултарма май  панă. Унпа килӗшӳллӗн хуçалăхсен тата унти членсен халăх çыравне хутшăнас енӗпе  цифрăллă коде, е QR – коде йӗркелӗç. Мероприятире хутшӑннине çирӗплетессишӗн шута илекенсене  (переписчиксене) çак кодсене  кӑтартмалла пулать.

Кунсӑр пуҫне, октябрӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен стационарлӑ çырав участоксем ӗҫлет. Хӑйсен килӗнче шута илекенпе тӗл пулас темен çынсем ҫак участоксене килсе, ҫавӑн пекех, халӑх çыравне хутшăнать  е патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче çырав иртнине ҫирӗплетекен кодсене кăтартма  пултараҫҫӗ.

Стационарлă шута илмелли  участоксем ҫак адрессемпе вырнаҫнӑ:

– Тутар Саплӑк ялӗ, Школьная урамӗ, 3 «а» (Алешкин Саплӑк ял тӑрӑхӗн администрацийӗ). Телефонсем: 3-75-49; +7 939-386-56-44.

– Ҫӗнӗ Упи ялӗ, Мирная      урамӗ,  40-мӗш çурт (Упи ял тӑрӑхӗн администрацийӗ). Телефонсем: 3-55-36; +7 939-386-54-63.

– Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗ, Советская урамӗ, 24-мӗш çурт (Çӗнӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн администрацийӗ). Телефонсем: 3-06-24; +7 939-386-56-38.

Реклама

– Матак ялӗ, Уганин  лаптăкӗ, 22 «б» (Матак ял тӑрӑхӗн администрацийӗ). Телефонсем: 3-81-17; +7 939-386-56-42.

– Аслă Аксу ялӗ, Октябрь урамӗ, 47 (Аслӑ Аксу ял тӑрӑхӗн администрацийӗ). Телефонсем: 3-21-45; +7-939-386-56-43.

– Кивӗ Çӗпрел ялӗ, Центральная урамӗ,  14 «а» çурчӗ.  Йышӑнмалли  вырăн: «Мои документы» нумай функциллӗ центр зданийӗ.  Телефон: 8-927-488-80-23.

Маларах кăтартнă телефон номерӗсемпе шута илекенпе  тӗлпулу вырăнне килӗшсе татăлма е шута илекенӗн телефон номерне уçăмлама май пур.

Октябрӗн 18-мӗшӗнчен пуҫласа, ноябрӗн 14-мӗшӗччен шута илекенсем хӑйсен участокӗсенче пурӑнакан ҫуртсенче çӳресе тухӗҫ.

Шута илекенсен çутă-кăвак тӗслӗ жилетсем тата ВПН-2020 символикине ӳкернӗ шарф, кӑвак тӗслӗ портфель, ҫавӑн пекех, паспортпа вăйра пулнă ятарлӑ удостоверени пулӗ.

Справка

Юлашки хут халăх çыравне 2010 ҫулта ирттернӗччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗршывра пысӑк улшӑнусем пулчӗç.  Мероприяти хуҫалӑхсен шучӗ, вӗсен структури тата пурнăç условийӗ, ҫынсен вӗренӳ шайӗ, халӑхӑн наци составӗ, чӗлхесем тата вӗсемпе усӑ курни ҫинчен актуаллă информаци илме май парать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев