Хаçата тав тăватăп!
Джаудат Шарапов, хаçатăн 1978-1979 ҫулсенчи фотокорреспонденчӗ. Ульяновск хули.
– Эпӗ вăтам шкула вӗçлесен, район хаҫачӗн редакторӗ чӗннипе, фотокорреспондент пулса ӗҫлеме килтӗм. Паллах ӗнтӗ, çак хаçатра яваплă секретарь пулса ӗçлекен ман пичче Альберт Ханафиевич Шарапов пире – шăллӗсене сӑн ӳкерме вӗрентнӗччӗ ӗнтӗ. Хаҫат коллективӗ мана ӑшшӑн йышӑнчӗ. Кунти туслăха, творчествăри атмосферăна яланах аса илетӗп. Редакторăн Ядкарь Айнулловăн, унăн çумӗн Афзал Шигабутдиновăн, çырусен уйрăмӗн заведующийӗн Роза Муртазинан, ял хуçалăх енӗпе заведующийӗн Нурислам Хафизовăн тата ыттисен усăллă канашӗсене нихӑҫан та манас çук.
Эпӗ ҫак коллективран Совет Ҫарӗн ретне кайрӑм. Чикӗ тăрăхӗнчи ҫарсенче чыслăн служить турăм. Ун хыççăн комсомол путевкипе шалти ӗҫсен органӗсенче ӗçлеме пуçларăм. Орел хулинчи юридически института куçăмсăр майпа вӗҫлерӗм. Ҫурҫӗр Кавказра терроризма хирӗҫ кӗрешекен операцисенче темиçе хут хутшăнса, патшалӑхӑн пысӑк парнисене тивӗҫлӗ пултăм. Майор званийӗпе отставкӑна тухрӑм.
Пурнăçа, обществăна усăллă ӗçсем тума тӳрӗ çул кăтартакан район хаҫачӗн редакцийӗнче ӗҫлекен тата вӗсен эстафетине малалла тӑсакан авторитетлӑ ҫынсене эпӗ тав тӑватӑп. Уяв ячӗпе сире!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев