Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кĕрхи уяв

Çулталăкăн кашни вăхăчӗ хăйне майлă илемлӗ те пуян

Алена Осипова, пуçламӑш классен вӗрентекенĕ    

Паян уйрăмах пире кӗрхи вăхăт тыткăнлать. Ылтăн кӗркунне иртсе пырать. Хура кӗркунне хуçаланма васкать.

Шăпах çак вăхăтра октябрӗн 27-мĕшĕнче Аслӑ Аксури тулли вӑтам шкулӑн пуçламӑш класĕнче вĕренекенсем Кĕрхи уяв туса ирттерчĕç. Ачасем чи малтан ылтӑн тĕслĕ çулçӑсемпе класа илемлетрĕç. 4-мĕш класра вĕренекенсем Александр Магаринпа Карина Казначеева уява ертсе пычĕç. Вĕсем кĕр мӑнтӑрĕ çинчен каласа пачĕç, ачасемпе тĕрлĕ конкурс ирттерчĕç, интереслĕ вӑйӑсем выляттарчĕç. 1-4 классенче вĕренекенсем хӑйсен пултарулӑхне уявра кӑтартма васкарĕç. Вĕренекенсем кĕркунне çинчен илемлĕ юрӑсем те шӑрантарчĕç, кӑмӑл-туйӑма çĕклекен сӑвӑсем те вуларĕç, конкурссенче те, вӑйӑсенче те хастар хутшӑнчĕç. 3-мĕш тата 4-мĕш классенче вĕренекенсем «Пахчаçимĕçсен тавлашӑвĕ» ятлӑ сценка та лартса пачĕç. Ку ачасемшĕн питĕ интереслĕ те усӑллӑ пулчĕ. Ылтӑн Кĕр хуçи уяв вĕçĕнче кашнине панулмипе хӑналарĕ, ӑна вара ачасем ырӑ кӑмӑлпа тепĕр çулччен ӑсатса ячĕç. Кĕрхи уяв дискотекӑпа вĕçленчĕ. Ачасем пурте савӑнчĕç.

Çак уява ирттерме пулӑшакан вĕрентекенсене Светлана Мерчинана (4 класӑн вӗрентекенӗ), Галина Магаринана (3 класӑн вӗрентекенӗ), Кристина Лаврентьевана (2 класӑн учителĕ), Алена Осипована (1 класӑн вӗрентекенӗ) пысӑк тав сӑмахĕ калас килет. Вĕсене çирĕп сывлӑх, вӑрӑм ĕмĕр, ĕçре пысӑк çитĕнӳсем тума сунатӑп.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев