Инфекцийӗн ҫӑлкуҫӗ – чирлӗ, инкубаци тапхӑрӗнче пулнă кайӑк-кӗшӗк. Чирӗн инкубаци тапхӑрӗ – 21 кун.
Кайӑк-кӗшӗк грипӗ – килти тата хур-кайӑксен чирӗ, вăл респиратор органӗсем тата хырӑмлăх-пыршă тракчӗ сиенленнипе, продуктивлăх чакнипе палӑрса тӑрать.
Кайӑк-кӗшӗк грипӗн вирусӗ мӗнпур чăх-чӗпсене, хур-кăвакалсене пӗтӗмпех сиенлет, ҫакӑн хыҫҫӑн 48-96 сехет хушшинче 100 процент вилӗмпе вӗҫленет. Сиенленнӗ кайӑк-кӗшӗкӗн малтанхи 48 сехетре мӗнле те пулин клиника паллисем, органсенче тата тӗртӗмсенчи паталогоанатомика улшӑнӑвӗсем курăнмаҫҫӗ. Чирлӗ кайăк-кӗшӗкре вăрах вăхăт хушши (96 сехет), депресси, апат çименни тата шыв ӗçменни пек клиника паллисем палăраççӗ. Йӑлмака витӗмӗсем, киккирикӗ кӑвакараççӗ, тӗп нерв системи сиенленет.
Килти кайӑк-кӗшӗке ют кайӑк-кӗшӗкпе хутшăнтармалла мар. Апата хупӑ пӳлӗмсенче сыхламалла. Кайӑк-кӗшӗке пурӗ те грипп енӗпе хăрушă пулман облаҫсемпе районсенчен кӑна туянмалла. Кайӑк-кӗшӗк туяннă чухне сутуçăсенчен ветеринари докуменчӗсене ыйтмалла. Туяннă хыççăн кайӑк-кӗшӗке 10 кун хушши уйрӑм тытмалла, ҫак тапхӑрта вӗсене тимлӗн сӑнаса тӑмалла. Чир паллисем курăнсан, кайăк-кӗшӗк вилсен, ветеринари службине пӗлтермелле. Уйрăм гигиена правилисене пурнăçламалла.
Кайӑк-кӗшӗке ятарлӑ тумтир тата атă-пушмак тăхăнса кăна апат пама тăрăшмалла.
Нет комментариев