Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кăткăс компьютера та парăнтараççӗ

Иртнӗ эрнере 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче пенсионерсемпе инвалидсен хушшинче компьютер пӗлӗвӗ енӗпе  «Хикмэт» республика чемпионачӗн I тапхӑрӗ иртрӗ. Вăл муниципалитет этапӗ пулса тӑчӗ.

Чемпионатра районти аслă çулсенчи 10 ҫын хутшӑнчӗ. Мероприяти Тутарстан Республикинче Цифровизаци çулталăкӗн шайӗнче иртрӗ.

Çакна та палӑртмалла, «Хикмэт» пенсионерсемпе инвалидсен хушшинчи компьютер енӗпе чемпионата Тутарстан Республикинчи Ӗҫ, ӗҫпе тивӗҫтерекен тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви ирттерет. Мероприятие ТР Цифровизаци министерствипе пӗрле,  Раҫҫей пенсионерсен Союзӗн ТР регионти уйрӑмӗн пулăшăвӗпе ирттереҫҫӗ.

Ӑмӑртусенче хутшӑнакансене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, районти Пенси фончӗн уйрăмӗн начальникӗ Роза Гафарова тата «Пăшăрхану» халӑхӑн социаллӑ пулӑшу центрӗн директорӗ Ильгизар Вафин ӑшшӑн саламларӗç, ăнăçусем сунчӗç.

Чи малтанхи задани тест пулчӗ. Кунта сӗннӗ темиҫе вариантран тӗрӗс хуравсем суйласа илмеллеччӗ. Заданисене тӗрлӗ кӑткӑслӑхсемпе суйласа илнӗ. Пирӗн районти пенсионерсем компьютер пӗлӗвӗпе пӗтӗм тӗрӗслеве те иртме пултарчӗҫ.

Реклама

Жюри пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, чи нумай балл пухса, I вырӑна Фирдауса Яфизова çӗнсе илчӗ, II вырӑна – Асадулла Аббазов, III вырӑна Лев Падияров тивӗçлӗ пулчӗ.

I, II, III вырӑнсене ҫӗнсе илнисене Айрат Залялов грамотӑсемпе парнесем пачӗ.

Призлă вырăнсем йышăннă Фирдауса Яфизова, Асадулла  Аббазов тата Лев Падияров 2022 ҫулхи октябрь уйăхӗнче Хусанта иртекен «Хикмэт» пенсионерсемпе инвалидсен хушшинчи компьютер енӗпе республика чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче район чысне хӳтӗлӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев