Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кашни ӗçӗн хайӗн кăтартăвӗ

Хула ҫыннисене апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтернӗ çӗрте хăйӗн пайне кӗртнӗшӗн Çӗпрел районне тав турӗҫ

 

Хусанта ял хуҫалӑх ӗçченӗсене чысларӗç. Мероприяти «Сайдаш» культура центрӗнче иртрӗ, отраслӗн 300 ытла представительне пӗрлештерчӗ. Хусан мэрӗ Ильсур Метшин ял ҫыннисене сезонлӑ ял хуҫалӑх ярмӑрккисене тата ҫуллен ирттерекен Сабантуй уявне йӗркеленӗ çӗрте хастар хутшӑннӑшӑн тав ҫырӑвӗсем пачӗ.

Ял хуҫалӑх ярмӑрккисене йӗркелесе ирттернӗ çӗрте хастар хутшӑннӑшӑн Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров,  районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов, Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Землемеров Тав ҫырӑвӗсене тивӗçлӗ пулчӗç.

Ҫавӑн пекех Кивӗ Кахăрлă ял тӑрӑхӗн, Марс ял тӑрӑхӗн, Упи ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем Рустам Фаткуллин, Рафик Замалетдинов, Владимир Ярухин тата ветеринари пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Айрат Иматдинов та Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫрӗҫ. Вӗсене парнесене Хусанти Киров тата Мускав районӗсен пуҫлӑхӗ Сергей Миронов пачӗ.

Иртнӗ çул Хусанта ял хуҫалӑх ярмаркисене 22 хут йӗркеленӗ.  Суту-илӳ хулари пур районсенче  16 площадкара иртнӗ.

Ярмăрккӑсенче хӑйсен продукцине 24 муниципаллă район  тата республикӑри агропромышленность комплексӗн 18 организацийӗ сӗннӗ. Вӗсем 1,38 миллиард тенкӗлӗх продукци сутнă, Хусан çыннисем вара талӑкра вӑтамран 62,6 миллион тенкӗлӗх продукци туяннă. Продукци хакӗсене ТР Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министерстви сӗнет.

Ҫӗпрел ҫыннисем,  яланхи пекех, хӑйсен продукцийӗпе Киров районӗнчи Батыршин урамӗнче суту-илӳ тăваççӗ. Кăçалхи ҫурхи ярмăрккӑсем мартăн 18-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 22-мӗшӗччен иртӗç.

– Хула халăхне, çаплах, район халăхне апат-çимӗçпе тивӗçтернӗ, кӗрхи ярмăрккăсем ирттернӗ çӗрте кашни ял тăрăхӗ хăйӗн пайне кӗртет. Ярмăрккăсем ирттерес енӗпе традицисем те пулса кайрӗç. Унта суту-илӳ тăвассишӗн уйрăм хуçалăхсенче туса илнӗ продукцие те, фермер, пысăк ял хуçалăхӗн предприятийӗсенче ӳстерннисене те кăлараççӗ.

Çак мероприятире паллă пӗр ял тăрăхӗн пуçлăхӗсене кăна саламланă иккен, ку ыттисем ярмăркка ирттернӗ çӗрте хутшăнмаççӗ текен сăмах мар. Кашни ял тăрăхӗн пуçлăхне, фермер хуçалăхне, ял хуçалăхӗн предприятийӗн ертӳçине тав тăватăп, – терӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров «Ӗçлӗ тунтикунри» канашлура.

Талгат Халитов, районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗн начальникӗ:

– Иртнӗ çул Хусан хулинчи Батыршин урамӗнчи лапамра Çӗпрел çыннисем 11 ярмӑркка йӗркеленӗччӗ. Çак мероприятисем мартăн 19-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 16-мӗшӗччен тата сентябрӗн 10-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 17-мӗшӗччен иртрӗç. Ирттернӗ ярмӑрккӑсен кăтартăвӗсемпе Хусан ҫыннисене 29 миллион тенкӗрен ытла продукци сӗннӗччӗ.  Çакă: 31 тонна аш, 18 тонна сӗт, 12 тонна сахӑр песокӗ, 64 тонна ҫӑнӑх, 102 тонна ҫӗрулми, 54 тонна пахчаҫимӗҫ, 8 тонна тӗрлӗ кӗрпе. 

Ярмăрккӑсене йӗркелес ӗҫе «Цильна» общество (директорӗ Барис Гафуров), «Агро-Вест» общество (ертӳҫи Руслан Алимов), «Государев Амбар» (директорӗ Василь Салахов), хресчен-фермер хуçалăхӗсем, предпринимательсем, пӗлӳ паракан учрежденисем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, «Исток» сӗт йышăнакан тата ӗçе кӗртекен предприяти, ҫӑкӑр пӗçерекен завод, «Тăваньел пахчисем» общество, уйрӑм хуçалăхсем, пыл хурчӗ ӗрчетекенсем пысӑк пай кӗртрӗç. Концерт программисемпе районти культура ӗçченӗсем те хутшӑнчӗç.

Ҫӗпрел ҫыннисен продукцине кашни ярмăрккӑра хула халăхӗ кӗтсе илчӗ, пысӑк хак пачӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев