Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Картише тирпей-илем кӗртӗç

Кооперативная урамӗнчи 11, 13, 15 номерлӗ çуртсен картишӗ чечек пахчине çаврăнӗ.

 

Пӗ вăхăт каҫхине, ӗҫ кунӗ вӗҫленсен, Кивӗ ҫӗпрел ялӗнчи Кооперативная урамӗнче 11, 13, 15 номерлӗ ҫуртсен картишӗнче, пурӑнакансем тӗлпулăва пуçтарăнчӗç. Тӗлпулу тӗллевӗ – вӗсем хӑйсен ҫурчӗн картишне мӗнле курасшӑн пулнине уçăмлассиччӗ.

2022 çулта çак нумай хваттерлӗ ҫуртсене те «Пирӗн картиш» программăпа килӗшӳллӗн тирпей-илем кӗртеççӗ. Картиш лаптӑкӗ 7040,0 тӑваткал метра тӳрӗ килет. Çак программӑпа Пăрăнтăк станцинче, Кивӗ Шемӗршел ялӗнче тата Кивӗ Çӗпрелӗнче нумай ӗçсем пурнăçланчӗç. Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тирпей-илем кӗртрӗç, çӗнетрӗç.

Çуртсен картишӗсене тирпей-илем кӗртесси, юсасси – асфальт сарассине, ача-пӑча лаптăкӗ тăвассине шута илет. Çутӑсем, машина лартмалли, кану вырӑнӗсем, хăтлă сакăсем, подъездсем патне пыракан çулсем тата ыттисем те пулӗç «Пирӗн картиш» программăна кӗрейсен.

Çаплах, тирпей-илем кӗртмелли плана çавăнта пурăнакансем хӑйсем те тӳрлетӳсем кӗртме, сӗнӳсем пама пултараҫҫӗ. Маларах асӑннӑ ҫуртсенче пурӑнакансене те ҫавӑн пек май панӑ. Вӗсем хӑйсен ҫурчӗсем тавра хуҫалӑх объекчӗсене сӳтес, тӑпра сарас, чечек клумбисем тӑвас тӗлӗшпе сӗнӳсем кӗртрӗç.

Фания Зяббарова:

– Эпир кунта çурта усă курма панăранпа пурӑнатпăр. Виҫӗ хӗрӗмӗре çакăнта ӳстертӗмӗр. Вырӑнăмăр пирӗн питӗ лайӑх – район центрӗ, пурте юнашар. Картише улăштарасса эпир тахҫанах кӗтетпӗр ӗнтӗ. Парк пулсан, эпир уçă сывлăшпа сывлама тесе, тухса ларнă пулӑттӑмӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнле те пулин çӗнелӳ – пурӑнма вӑй-хал хушать вӗт. Патшалӑх туса парап тенӗ вăхăтра, эпир савӑнса тăратпăр ӗнтӗ.

Р.S. Программӑна кӗнӗ картишсемпе dvor.tatar сайтра паллашма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев