«Тимлӗх, ачасем!» оперативлă профилактика мероприяти шайӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче район пуҫлӑхӗн Кубокӗшӗн йăлана кӗнӗ картинг енӗпе ӑмӑртусем иртрӗҫ.
Мероприятие Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалланӑччӗ. Ӑмӑртусене Ачасен творчество çуртӗнчи картинг кружокне çӳрекен 13 ҫамрӑк спортсмен хутшӑнчӗç.
Ҫамрӑк спортсменсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ Айрат Залялов саламларӗҫ тата вӗсене ӑнӑҫупа ҫӑмӑл ҫӗнтерӳ сунчӗҫ.
Калас пулать, ачасем картинга лайӑх хатӗрленнӗ, вӗсем техникӑри кашни хусканӑва туяҫҫӗ, хӑйсене хӑюллӑн та ирӗклӗн тытрӗç.
Ăмӑртӑвăн пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх Ильнара Ахметова – I вырӑн, Азалия Хайруллина – II вырӑн, Нияз Алтынбаев – III вырӑн йышӑнчӗç.
Ӑмӑрту вӗҫӗнче ҫӗнтерӳҫӗсемпе хутшӑнакансем грамотăсемпе парнесем илчӗç.
Нет комментариев