Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Канмалли кунӗсем усӑллӑ иртеҫҫӗ

Ачасен канăвӗ — 2025

Ҫу вӑл — хӑй пӗр пурнӑҫ. Ку тапхӑр ачасене воспитани пама, вӗсене тӗрлӗ мероприятисене явӑҫтарма питӗ лайӑх вӑхӑт. 
Ҫу — ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ валли вӑй пухмалли, сывлӑха ҫирӗплетмелли, ачасен пӗр-пӗринпе ирӗклӗн хутшӑнмалли тапхăр та. Ҫак тӗллевпе районта ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессипе комплекслӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ.

Ҫапла, вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленсенех, шкул ҫумӗнчи лагерьсем хӑйсен алӑкӗсене уҫса ячӗҫ. Унсӑр пуҫне Анат Чакӑ ял тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чайка» ачасен лагерӗ те çу тӑршшӗпе хӑйӗн ӗҫне пӑрахмарӗ. Виҫӗ сменӑра кӑна кунта 200-е яхӑн ача канчӗ. Хальхи вăхăтра унта тӑваттӑмӗш, юлашки смена ӗҫлеме пуҫларӗ. 
Лагерьте ачасен кулленхи пурнӑҫне интереслӗ те усӑллӑ тӑвас тесе воспитательсем, вожатӑйсем вӑй хураҫҫӗ. Тӗлпулусем, конкурссем ирттереҫҫӗ. Ачасем района тӗрлӗ организацисене, «Акчарлак» бассейна тӑтӑшах ҫӳреҫҫӗ. 

Унсӑр пуҫне лагере тӗрлӗ ҫамрӑксен организацийӗсен представителӗсем, ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, музейсен, библиотекӑсен, ачасен пултарулӑх ҫурчӗн представителӗсем тӗлпулусене килеҫҫӗ, тӗрлӗ мастер-классем ирттереҫҫӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ пирки те манма юраманнине аса илтерсе, отрядсенче тӗрлӗ мероприяти иртет. Çавăн пекех, пушар хăрушсăрлăхӗн правилисене те вӗретеççӗ.
Ачасем кунне темиҫе хут апатланаççӗ. Апат-çимӗç пахалăхӗ çине уйрăм тимлӗх парăнать.
Пӗр сӑмахпа каласан, лагерьти канăва асра юлмаллăх йӗркелеççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев