Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Каникул хăрушсăрлăхра ирттӗр тесен

Мартăн 30-мӗшӗччен районта «Ҫурхи каникул» профилактика мероприятийӗ пырать.

Мероприятие ачасен çул-йӗр-транспорт травматизмне профилактикăлас енӗпе ирттереççӗ. Çакăн çинчен ТР Ҫӗпрел районӗнчи Патшалӑх автоинспекцийӗн пресс-служби асăрхаттарать.

Раҫҫей Федерацийӗн Çул-йӗр юхӑмӗн правилисен 22.9-мӗш пункчӗпе килӗшӳллӗн 12 ҫула ҫитмен ачасене ҫӑмӑл автомашинăсенче малти ларкӑч ҫинче, 7 ҫула ҫитмен ачасене кайри ларкӑч ҫинче çӳретме вӗсен виҫипе ӳсӗмне тӳрӗ килекен хатӗрсемпе усӑ курмалла. Патшалӑх автоинспекцийӗ 12 çула çитмен ачасене кайри ларкӑч ҫинче те ачасене çӳретмелли ятарлă хатӗрпе усă курма сӗнет. 12 ҫултан аслӑрах ачасем хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗсемпе ҫыхӑнма тивӗҫ.

Ҫак правилăсене пӑснӑшӑн административлӑ право пӑсни ҫинчен калакан РФ Кодексӗн 12.23 статьян 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн 3000 тенкӗ штраф пӑхăннӑ.

Справка

2025 ҫулхи 2 уйӑхра республикăра ҫулсем ҫинче 35 çул-йӗр-транспорт аварийӗ пулса иртнӗ, унта 41 ача аманнӑ. Çул-йӗр-транспорт аварине лекнӗ ачасенчен нумайӑшӗ пассажирсем пулнӑ. 21 çул-йӗр-транспорт аварийӗнче 26 ача аманнӑ. Çуран çӳрекен ачасем хутшăннипе 14 ҫул-йӗр-транспорт аварийӗнче 15 ҫамрӑк ҫын аманнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев