Камчаткӑна каяççӗ
Ҫӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн 10 студенчӗ ӗҫ отрячӗн составӗнче пӗрремӗш хут Камчаткӑна каять.
Раҫҫейрен мӗнпурӗ «Камчатка» регионсен хушшинчи проекта строительство отрячӗсен 850 ӗçченӗ хутшӑнать.
Ҫак кунсенче Хусанта Тутарстан Республикин студенчӗсен отрячӗсен виҫҫӗмӗш ӗҫ семестрне уçмалли мероприяти иртрӗ. Мероприятире районти отрасль технологийӗсен техникумӗн студенчӗсем те хутшӑнчӗҫ.
Унсӑр пуҫне, районти студентсем Кӑҫал Елабугӑри ӗҫ отрячӗсенче хӑйсене тӗрӗслесе пӑхӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев