Кăмăлӗсем çирӗпписем сăнавсене парӑнмаççӗ
Рафик 6 уйӑхра чухне ашшӗ вӗсене пӑрахса каять.
Вӑрҫӑ ҫулӗсем пулаççӗ çаксем. Вӗсене йывӑр пулать. Çӑкӑр та, тăхăнма тумтир те пулмасть. Ҫавӑнпа Рафик та ӗҫ ҫулне ытла çамрăкла пуҫлать. «Сельхозтехникă»ра йӗркеленӗ трактористсем хатӗрлекен 6 уйӑхлӑх курссенче вӗренсе, тракторист удостоверенийӗ илет те, 1957 ҫулта трактор ҫине ларать. Пӗрремӗш тракторӗ тимӗр кустӑрмаллӑ «У-2» маркăллă пулать. Çак трактор ҫине лафет ҫаклатса ыраш тухăçне пухнă çӗрте хутшăнать. Çав çулсенчен пуçласа, тивӗçлӗ канăва тухиччен, «Байрак» колхозра тӗрлӗ ӗҫсем пурнăçлать. «Беларусь», «К-700», «К-701» тракторсемпе ҫӳреме те тӳрӗ килет Рафик Хайбуллова. «СК-5», «Дон» комбайн çине ларса тырӑ вырса-çапнă çӗрте те хутшӑнать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуркуннерен пуҫласа, хура кӗркуннеччен уй-хирте – «К-700» тракторӗпе (!) Тольятти хулине çити кайса удобрени те илсе килет, кӳршӗри Ульяновск хулинчен вак чул, кирпӗч турттарать. Хӑйӗн тракторӗпе Ставрополь крайне ҫити кайса, улӑм тӗркенӗ механизатор та вăл. Ялта лартнă нумай йывăç çуртсен пӗренисене те Рафик ял ҫыннисене вӑрмантан илсе килме пулӑшнӑ. Халӑх та тав тӑвать ӑна.
1966 ҫулта хӑй пекех ашшӗсӗр ӳснӗ Роза Гайфулловнӑпа çемье çавăрса ярать. Кӑҫал февраль уйӑхӗнче Хайбулловсем пӗрлешнӗренпе 55 ҫул пулнине палӑртнă. Вӗсем тӑватӑ ачана çут тӗнче парса, çирӗп пӗлӳ илме, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнӗсене тупма пулӑшаҫҫӗ. Пӗр хӗрӗпе пӗр ывӑлӗ вӑхӑтсӑр вилнишӗн питӗ кулянаҫҫӗ, анчах та, çырнинчен иртме çук-тăр çав ӗнтӗ тесе, сапăр пулма тӑрӑшаҫҫӗ. Паянхи кун ачисем пурте ҫемьеллӗ, мӑнукӗсем çитӗнеççӗ. Рафик пиччен 7 мӑнукӗ пур. Хайбулловсем Фаниль ывӑлӗпе тата кинӗпе Гулияпа, мӑнукӗсемпе Ранильпа, Разилпа пӗрле тӗп никӗсре пурăнаççӗ.
Рафик Хайбуллов ҫак кунсенче 80 ҫулхи юбилейне те палӑртрӗ. Саламлама ачисем, мӑнукӗсем, тӑванӗсем, тусӗсем, ветерансен районти совечӗн çумӗ Рустам Хамидуллин, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалтдинов, Тутар Паснапуç ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи Мунир Айнетдинов, ӗлӗкхи ҫулсенче «Байрак» колхоза ертсе пынӑ Джамиль Мударисов килнӗччӗ. Вӗсем юбиляра ветерансен советӗнчен Тав ҫырӑвӗпе парнесем пачӗҫ, ҫемье телейӗ, ачисенчен пархатар, сывлӑхлă вăрăм ӗмӗр сунчӗҫ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев