Кăмăллă самант
Ӗнерхи почтăран Людмила Васиярова, Пăрăнтăк станцийӗ.
Кӑҫал Пăрăнтăк станцийӗнчи «Государев Амбар» предприяти «Техника базине» ҫӗнӗ тырра лайӑх йышӑнма тата вырнаҫтарма «5» паллăпа экзамен пачӗ.
Патшалăх комиссийӗ çак паллăпа пӗтӗмпех килӗшет. Мӗншӗн тесен кашни кварталта «Государев Амбар» пӗтӗмӗшле плана 103% пурнӑҫлать. Ҫакӑн пек ӗҫе тата предприятие ертсе пыма ертӳçӗсем пур. Вӗсем — генеральнӑй директор В. Салахов, унӑн çумӗ И. Алиуллин, заводăн хутăш апат цехӗн ертӳçи Н. Бондаренко, хӑрушсӑрлӑх службин начальникӗ Э. Ильин. Ҫак ҫынсем пӗр-пӗрне ҫур сăмахран ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем ӗҫӗсене чунтан парăннă, ӗҫе канмалли кунсенче те килеҫҫӗ, ҫавӑн пек ҫынсем çинче «Государев Амбар» предприятийӗ тытăнса тӑрать те ӗнтӗ. Вӗсене чыс та мухтав.
Июнӗн 28-мӗшӗнче, кăнтăрла иртсен пӗтӗм коллектив урамра лаборатори умне пухӑнчӗ. Пире те, пенсионерсене, хисеплесе чӗннӗччӗ. Пухăва генеральнӑй директор В. Салахов ертсе пычӗ. Унтан комисси членӗсем тухса калаҫрӗҫ. Вӗсем «Государев Амбар» «5» паллăна тивӗҫлипех тивӗçлӗ, терӗç. Унтан кашни участока çӗнсе илнӗ вырăнӗсемшӗн саламларӗç. 1 вырӑна — 1-мӗш участок, 2 вырӑна — 2-мӗш участок, 3-мӗш вырӑна хутăш апат цехӗ тата арман тивӗçлӗ пулчӗç. Кашни участокри ӗçре малта пыракансене Хисеп грамотисем, хаклӑ парнесемпе чечексем пачӗç. Пире те, пенсионерсене, парнесемсӗр хӑвармарӗҫ. Предприяти директорӗ пурне те сывлӑх тата телей сунчӗ.
Предприятийӗн ертӳçисене тав тăватăп, ӗçлекенсене ырлăх-сывлӑх, телей, ӗҫре ăнăçусем сунатӑп.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев