Кăмака икерчинче ачалӑх тути
Хăйӗн уявӗ пур
Мартӑн 5-мӗшне – Пӗтӗм тӗнчери икерчӗ кунӗ пулнă май палăртса иртеççӗ иккен. Ҫак уявăн 70 ҫулхи историйӗ те пур. Ăна малтанласа Америкăри Канзас штатӗнче йӗркеленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Англире уява палăртса ирттерме пуçланине ӗнтӗ 1,5 пин ҫул теççӗ.
Легендӑна шансан, 1445 ҫулта, Английӗн Олни хулинче пулса иртет çак пулăм. Христиансен типӗ тытнă вăхăтне тӳрӗ килнине пăхмасăр, чиркӳре ӗҫлекен пӗр хӗрарӑм икерчӗ пӗҫерме тытӑнать. Кӗтмен çӗртен янăраса кайнă чан сасси ӑна çӳçентерсе илет. Хӗрарӑм ҫакна «ҫӳлтен аннă» паллă тесе йышăнать тата çатмине йăтса чиркӗве çылăхӗсене «каçарттарма» чупать. Чупнă чухне икерчине çатма çинче çавăра-çавăра пынă, тет.
Ҫак тӗлӗнмелле те кулӑшла пулăм çавна май популярлă пулса каять, йӑлана кӗрсе юлать. Уяв вӗсенче паян та çаплах иртет. Ҫак кун вырӑнти ҫынсем икерчӗсем тытса чупаççӗ, ăмăртаççӗ!
Лондонра икерчӗ хунă çатмасене тытса хальхи вăхăтра ачасем те ӑмӑртаҫҫӗ. Конкурс условийӗсем тӑрӑх, çатма ҫинчи икерче чупнӑ чухне май килнӗ таран нумайрах ҫавăрмалла. Конкурса старт ирхинехи 11 сехетре (пӗрремӗш чан сасси янӑраса кайсан) параççӗ.
Тутарсем вара, икерчӗ кунне ирттерсе тăмаççӗ. Ун вырӑнне, икерче ҫулталӑкăн кашни кунӗнчех питӗ юратса пӗçереççӗ тата вӗсем тутлă туса ҫиеҫҫӗ.
Аннесен инҫетри ҫамрӑклӑхне, пире ачалăха аса илтерекен алă ăсталăхӗн хуçи вăл Резида Алтынбаева – икерчӗ пӗçерекен ӑста
Алă ăсталăхӗ
Кăмакари вучах умӗнче, вутпа хӗрелсе, çатма çинче хăпарса пиçнӗ икерчӗсене астӑватӑр-и? Хурсем пуснă вăхăтсенче хур ҫӑвӗпе сӗрнӗ икерчӗсене... Питех те тутлăччӗ ӗнтӗ, çапла вӗт?!
Чӑн та, халӗ те тӗн уявӗсенче, асăнмалли кунсенче икерчӗ – чи пӗлтерӗшли. Анчах та çунакан кӑмака умӗнче пиҫнӗ икерчӗ – вăл вӗт пачах урăхла.
90-мӗш ҫулсенче ялти çуртсене газ кӗнипе нумайăшӗ шап-шурă шуратнă пысăк кăмакисене çав вăхăтра сӳтрӗç те пăрахрӗç. Пӳрт ăш-чикки вара, пысăкланса юлчӗ. Анчах чуна çывăх, кăмака умӗнче, çатма çине вӗçсе ӳкнӗ кăмрăкпа пӗрле пиçнӗ икерчӗ, кăкăр çумне тытса касакан пысăк çаврака çăкăр та ачалăхри, хăшӗсемшӗн вара ҫамрӑклӑхри асаилӳсем пулса юлчӗç çав. Апла пулсан та, пурнӑҫра манăçа юлнă йӑла-йӗркесене ҫӗнетсе пурăнакансем те, ăна алă ӗçӗ туса пурăнакансем те ҫук мар. Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Резидапа Талгат Алтынбаевсем çавăн пеккисенчен. Çамрӑк пулин те, вӗсем Кивӗ Çӗпрелӗнче тӗпленсе, хăйсен никӗсне хывнӑ вăхăтра ӗлӗкхилле вутпа хутса ăшăтакан кӑмака та туса хăвараççӗ. Ҫак шухăш çемье пуçлăхне Талгатăн кăмăлне каять.
– Иксӗмӗр те ял ачисем вӗт. Мăшăрăмăн амăшӗ пӗçернӗ пек кăмакара пиçнӗ апата ҫиес килчӗ. Кӑмака купалама та ялтан ятарлă кăмака ăстине Сабирзян пиччене чӗнсе илтӗмӗр. Чӑнах та, кашни кун чуста хурса икерчӗ, кукăльсем, кăмакара апат-çимӗç пӗçерсе тăма пулмасть ӗнтӗ. Ӗçе те каймалла, килти выльӑх-чӗрлӗхе пӑхмалла. Кăмака хутма вара канмалли кунсем ҫитессе кӗтетпӗр, – тет Резида.
Юлашки вӑхӑтра вара Алтынбаевсем кӑмакана ытларах икерчӗ пӗçерессишӗн усă курма пуçланă. Ҫак ӗҫе пуçласа ярассинче ашшӗн вилӗмӗ сăлтав пулать. Мӗншӗн тесен, ӗлӗкрен юлнă йăлапа, çынна пытарнă хыҫҫӑн, ăна асăнса çиме икерчӗ пӗçерсе, сӗтел çине лартаççӗ. Ҫапла вара, Резида та ашшӗне хисеплесе, нумай кăна икерчӗ пӗçернӗ. Унтан тăванӗ вилсе каять, кӳршисенче виле пулать... Халӗ Резида патне ялсенчен те, район центрӗнчен те, кăмака икерчи пӗçерсе пама ыйтса килекенсем пайтах. Вӑл пӗҫернӗ кӑмака икерчине, çаплах, Хусана та илсе каяççӗ.
– Икерче анне питӗ тутлӑ пӗçерет пирӗн. Эпӗ те унран вӗренсе ӳсрӗм, рецептне те аннерен илтӗм. Çакна кăна калама пултаратăп: чустана хатӗрленӗ хыҫҫӑн, ӑшӑ ҫӗре хăпартма лартмалла. Вӑл чăпăртатса, хăпарма пуҫлать. Икерчӗ чустипе асӑрханса ӗçлемелле, унсӑрӑн вӑл анса ларма та пултарать. Чи пахи, кашни ӗçе Турра тав туса пуçламалла, – тет кил хуçи хӗрарăмӗ.
Кӑмакана хутса хатӗрлессинче те вӑрттӑнлӑхсем пур иккен. Икерчӗ пӗçерессишӗн хурӑн вуттисемпе усӑ курни лайӑхрах. Кӑмака та хӑвӑрт хӗрет, икерчӗ те лайӑх пулать.
Резида
Алтынбаеван кăмака икерчин рецепчӗ:
Пӗр литр ӑшӑ сӗте кӑштах вӗренӗ шывпа хутăштаратпӑр (сӗт ӑшӑ пулмалла), 2 ҫӑмарта, 4-6 апат кашӑкӗ сахӑр песокӗ, 2 чей кашӑкӗ тӑвар, 6-8 апат кашӑкӗ ҫу, 40 грамм ҫӗпре, кирлӗ чухлӗ ҫӑнӑх хушса, пăтратса, икерчӗ валли чуста хатӗрлетпӗр. Чустана ӑшӑ вырӑна лартатпӑр. Хăвăртрах хăпартăр тесен вара, тепӗр савӑта ӑшӑ шыв ярса, ун çине чуста хунă савăта лартма пулать. Чуста хӑпарса çитсенех, вӗри ҫатма ҫинче пӗҫерме пуҫлатпӑр.
Пӗр паха вӑрттӑнлӑх пур: савăтри чустана пӗçерес умӗн ан пăлхатăр!
Пӗçернӗ икерчӗсене услам ҫупа сӗретпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев