Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

«Калинушка» халӑх вокал ансамблӗ республика шайӗнче палăрчӗ

Репертуарӗсенче халӑх юррисем

«Калинушкӑна» 1986 ҫулта, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчи Культура çурчӗ ҫумӗнче йӗркеленӗччӗ. Кӗске вӑхӑтрах коллектив куракансен юратăвне ҫӗнсе илме ӗлкӗрчӗ. «Калинушка» ансамблӗн ертӳҫи — Наталья Макарова. 

Вӑл хӑй Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Мӗн пӗчӗкренех искусствӑпа интересленнӗ. Ульяновскри культура училищинче дирижерпа хор уйрӑмӗнче пӗлӳ илнӗ. 1985 ҫултанпа Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Культура çуртӗнче ӗҫлет. Вӗреннӗ ҫамрӑк специалист ӗҫӗн малтанхи кунӗнчен пуҫласах халӑх вокзал коллективӗ тӑвас ӗмӗтпе «ҫунса» çӳрет. Майӗпен ӑна йӗркелесе ярать. Вокзал коллективне шкул ачисене те, ял ҫамрӑкӗсене те явӑҫтарать. Кунта аслӑ класра вӗренекенсемпе ялăн юрлама ăста пулнă ҫамрӑк хӗрсем хаваслансах çӳреççӗ. 

— Училищӗре вӗреннӗ ҫулсенче эпӗ хам та унти вокал коллективӗн йышӗнче тӗрлӗ каçсемпе уявсенче час-часах хутшăнат-тăм. Вăл та «Калинушка» ятлăччӗ, — аса илет Наталья.

Коллективăн уйрӑмлӑхӗ — тӗрлӗ ҫулсенчи тата профессисенчи хӗрарӑмсене пӗрлештерни. Коллектив ҫулран ҫул ҫӗнӗ хутшӑнакансемпе туллиленет, пурнӑҫлакан ӑсталӑх лайӑхланать, репертуар ҫӗнелсе пырать. Вӗсен репертуарӗнче «Матушка Россия», «Дорога», «Соловей на веточке», «Ах, ты, степь широкая», «Мельница» тата ытти патриотла туйăмлă юрӑсем пур. Хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланса те туслӑ ҫыхӑнусем йӗркелеҫҫӗ.

«Калинушка» коллектив кашни ҫулах районта ирттерекен «Троица кӗввисем», Пӗтӗм Раҫҫейри «Каравон» вырӑс халӑх юррисен, А. В. Котков ячӗллӗ вырӑссен хор музыкин республика фестивалӗсенче хутшӑнать. Çаплах, халăхсен хушшинчи нумай жанрлă «Московская зима» конкурс та, республикӑри «Тутарстан — пирӗн ҫурт» этнокультура фестивалӗ те вӗсемшӗн ют мар — нумай хутчен лауреатсем, дипломантсем те вӗсем. Пысӑк шайри ӑсталӑхшӑн «Калинушка» коллектив «Вырӑс халӑх вокалӗн коллективӗ» хисеплӗ ята та тивӗҫнӗ. Ҫак ята вӑл темиҫе хутчен те сценăсем çине ӑнӑҫлӑн тухса çирӗплетрӗ. 

Хальхи вăхăтра вара «Калинушка» вырӑс халӑх вокал коллективӗ Мускав хулинче иртекен «Русское поле» вырӑс халӑх юррин фестивальне кайма хатӗрленет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев