Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кăларса пăрахиччен шутла!

Комиссире

Иртнӗ эрнере район Ӗç тăвакан комитет ҫумӗнчи административлӑ комисси ларӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑна районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов илсе пычӗ.

Ларура Аслă Аксу тата Тутар Паснапуç ялӗсен гражданӗсене чӗнтернӗччӗ. Тултарнă протоколсем енӗпе комисси членӗсем кашни ӗҫе тӗплӗн тишкерчӗç, решенийӗсем йышӑнчӗç. Пилӗк çын тӗлӗшпе строительство материалӗсене (хӑмасене т. ыт. те) хӑйсен территорийӗ тулашне вырнаҫтарнӑшӑн, пӗр çын тӗлӗшпе вара йыттине урамра ҫӳретнӗшӗн протоколсем ҫырнӑ.

Районти ял пухӑвӗсенче те йытӑсен проблемине хускатаççӗ. Йытӑсен хуҫисемпе калаҫусем илсе пыраççӗ пулин те, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем халӗ те хӑйсен йăттисене кăкарса усрама васкамаҫҫӗ-ха, çак йытӑсем, унчченхи пекех, ҫынсене хӑратаççӗ, машинӑсем хыççăн чупаççӗ. Урамра ҫитӗннисем ҫеҫ мар, аслă çулсенчисем те, шкул ачисем те ҫӳреҫҫӗ. Комисси хӑйӗн йыттине урама кӑларса янӑ гражданина штрафларӗ.

Яла тирпей-илем кӗртмелли правилӑсене пӑснăшăн (хӑйсен территорин тулашне вырнаҫтарнӑшӑн), урамра йыттисене ирӗкре ҫӳретни те яла хӑтлӑх кӗртмелли правилӑсене пӑсни çине кӗрет, чи пӗчӗк штраф сумми 2 пин тенкӗпе танлашать. Ҫакӑн пек закона пăсни енӗпе тепӗр хут лексен, хальхинче штраф сумми икӗ хут ӳсӗ. Ял ҫыннишӗн ку укҫа сисӗнмеллӗх пулӗ. Ҫавӑнпа та, мӗн-тӗр ӗçлес умӗн, ку закон шайӗнчен тухасть-ши, тесе шухăшласа пăхмалла.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев