Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кадрсем улшăнни

Ял Советӗнче

Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Совечӗн ларӑвӗн ӗçӗнче Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, унӑн ҫумӗ Рамиль Низамов тата депутатсем хутшӑнчӗҫ.

Марат Гафаров кун йӗркине кӗртнӗ ыйтусене сӳтсе явма куҫнӑ май, Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Светлана Сирукова хӑйӗн кӑмӑлӗпе тивӗҫлӗ канӑва каясси ҫинчен заявлени ҫырни ҫинчен пӗлтерчӗ. Светлана Сирукован уйрăм тата професси пахалӑхӗсене лайӑх енчен палӑртса иртсе, вӑл район пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑшӑн ăна тав тунине пӗлтерчӗ.

– Сирӗн ӗç ҫулӗ патшалăх структурин тытӑмӗсем йӗркеленӗвӗн тӗрлӗ улшăнăвӗсен вăхăтне тӳрӗ килчӗ. Мӗнле кăна йывӑрлӑхсем пулнине пӑхмасӑр, эсир тӗллеве хăнăхассишӗн нумай тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗçлерӗр. Сирӗн активлă ӗçӗ-хӗлӗре малашне районăмăрăн обществăлла пурнӑҫӗнче курма ӗмӗтленетпӗр, – терӗ.

Светлана Сирукован Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗнчи ӗҫӗ 20 ҫула тӳрӗ килет. Çавăн 14 ҫулне – Кивӗ Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи, тата 6 ҫулне ял тăрăхӗн вырӑнти самоуправленийӗн Совечӗн секретарӗ пулса ӗçленӗ. Иртнӗ çул ăна «Тутарстан Республикинче вырӑнти хӑй тытӑмлӑх аталанӑвӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медальпе чысларӗҫ.

Кун йӗркинчи иккӗмӗш ыйту енӗпе Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫин тивӗçне пурнăçлама  Венера Салахутдинован кандидатурине сӗнчӗç. Вӑл нумай çул районти налук инспекцийӗн тӗп патшалăх налук инспекторӗ пулса ӗçлерӗ, паянхи кунччен районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнче 3 разрядлӑ аслӑ специалист тивӗçне пурнăçларӗ.

Депутатсем пӗр саслăн  пулса Венера Салахутдинова кандидатуришӗн сасӑларӗç  тата ҫӗнӗ ӗҫӗнче ҫитӗнӳсем сунчӗç.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев