Кадр улшӑнӑвӗсем
Официаллă хыпар
Кашни эрне пуçламăшӗнче иртекен «Ӗҫлӗ тунтикун» канашлура район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров организацисен, предприятисен, тӗрлӗ службăсен ертӳçисене Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн ҫӗнӗ начальникӗпе – Раиль Равилович Гатауллинпа паллаштарчӗ.
Гатауллин Раиль Равилович – Тутарстанӑн Апас районӗнче ҫуралнӑ. Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Хусанти юридически институтне пӗтернӗ. Шалти ӗҫсен органӗсенчи ӗçне следователь должноҫӗнчен пуҫланӑ. 11 ҫул ытла Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Апас районӗнчи следстви уйрӑмне ертсе пынӑ.
2019 ҫулхи январь уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстан Республикинчи Муслюмово районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ пулса ӗçленӗ.
Халиччен çак должноҫа йышӑннӑ Рустам Мухаметзянов Муслюмово районӗнчи шалти ӗҫсен уйрӑмне ертсе пыма пуçларӗ.
Районти шалти ӗҫсен уйрăмӗнче нумай çул начальникӗн çумӗ пулса ӗҫленӗ, полици подполковникӗ Марат Хузеев та февралӗн 1-мӗшӗнчен Актанӑш районӗнчи Шалти ӗҫсен уйрăмӗн начальникӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев