Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кăчкă уявӗ

Вырăсла ăна «Вербное воскресенье» теççĕ. Кăчкă йывăççи е хĕрлĕ хăва, е çӳçе йывăççисен ушкăнне кĕрет.

Православи тĕнĕнче Кăчкă праçникне Иисус Христос Иерусалима пырса кĕнине асăнса паллă тăваççĕ. Иисус Христос Иерусалима кĕнĕ кун кăçал апрель уйăхĕн 28-мĕшне тӳрӗ килет.

Çак кун кăчкă турачĕсене хуçса килсе турăш умне тепĕр çулччен лартаççĕ. Иртнĕ çулхи кивĕ кăчкăсене выльăх картине илсе тухса, çу уйăхĕн пуçламăшĕнче выльăхсене кĕтĕве хăвалама илсе тухса хураççĕ. Выльăхсене кивĕ кăчкă турачĕсемпе хăваласан вĕсем чирлемеççĕ, тĕрĕс-тĕкел çу каçса яланах киле таврăнаççĕ тесе шутланă.

Кăчкă — çурхи кунсенче чи малтан вăй илсе чĕрĕлекен йывăç. Çавăнпа та унăн кĕмĕл тĕслĕ кăпăшка папкисенче мĕн авалтанах сăпайлă та асамлă вăй пур тесе шутланă. Çавăнпа та турăш умне лартнă сăваплă кăчкă турачĕсем кил-çурта усал вăйсемпе пушартан сыхланă. Кăчкă турачĕ уй-хире пăр çапасран, тăвăл килесрен те сыхлать, тенĕ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев