Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Качака ӗне мар, çапах та сӗт парать

Качака ӗне мар, çапах та, сӗт пӗр кунлăха çитсе пырать. Халӗ ялсенче те нумайӑшӗ качака усрать

Активлă ӗçченлӗх

Пирӗн ҫемьере анне те, кукамай та ҫак выльăха, мӗншӗн-тӗр юратмарӗç. Совет саманинче «Качака – чухӑнсен ӗни» тесе каланă. Тен çавăнпа,  элле халăх çак выльăх çине куларах пăхнинчен...

Ача чухне ялта качакасем нумай усракан пӗртен-пӗр ҫемьене астӑватӑп эпӗ. Эпир, ун чухнехи шкул ачисем, çак качакасен путеккисене курма каяттăмăр. Ача ӑсӗпе качакасен сӗтне ăçта параççӗ иккен кусем, тесе калаçни те асра.

Анчах  ҫулсем иртнӗҫемӗн лару-тӑру улшӑнчӗ. Ӗлӗк ялсенче çулла 4-5 ӗне кӗтӗвӗ тухсан, халӗ ӗнтӗ вӗсен шучӗ пӗр-иккӗ кăна юлчӗ, е пачах пӗтрӗ. Качака усрама пуçларӗ халăх. Пӗр енчен, çитересси уйрӑм чӑрмав кӳмест, тепӗр енчен сӗчӗ те усӑллӑ, сиплӗ теҫҫӗ.

Вăрттăнлăх мар, ачасем ӳснӗ чухне эпир те ӗне усранă, ӗне усрани лайăхрах тенӗ. Анчах качака пирӗн çуртра килсе тухни те çак ачасемпе çыхăннă. «Сӗтсӗр ан пурӑнӑр», – тесе ывăлăмăр илсе килнӗччӗ пирӗн валли ăна. Ăçта-тăр курнă пулӗ ӗнтӗ, çӳлӗк пек полка туса хатӗрлерӗç. Кăмăлламасан та качакаллă пултăмăр, çапла. Сӗчӗ, паллах, ӗненнинчен уйрӑлса тӑрать: унӑн хăйне евӗрлӗ тути, шăршă пӗлекен çынна кӑштах кăна шӑрши те пур пек.

Качакан хăтланчăшӗсем вара...  Усрама пуçласан эпир те пӗлтӗмӗр çав. Чăрсăр выльăх вăл. Сăрт, решетке, стена пек сооруженисем уншӑн нимӗн те мар. Пӗчӗкçӗ кăна шăтăкран, икӗ метра яхăн ҫӳллӗшӗнчи решетке урлă кӳршӗсем патне каçасси уншăн ниме те тăмасть. Хӑй  таса ӗнтӗ – кунӗн-ҫӗрӗн ҫумӑр ҫуса, пӗтӗм тавраш пылчăкпа хуплансан та, качакан урисем тап-таса. Сӗтне сутарма сентре çине хăпарать, çавăнтах çывăрать те. Пӗтӗм навус ытларах сентре айӗнче. Питӗ пунктуаллӑ выльăх та. Урама тухма е кӗме вӑхӑт çитет – ҫӑварне хупмасть, кӑшкӑрнине чӑтаймасăр, пӗтӗм ӗҫне пӑрахса, вăл мӗн тутарас тенине тума тивет. Качака тата ачашланма питӗ юратать. Вăрçсан  – хирӗçленет, çиллине кăларатех, ачашшăн чӗнсен – сана шăршлать, сан çумна сӗртӗнет.

Халăх çакăн пек: «Качака каччă шыраса ҫичӗ яла ҫитет», тесе калани те тӗрӗслӗхе тӳрӗ килет. Тен, выльăха пăхса пулӗ ӗнтӗ, анчах пӗлӗшӗмӗрсенчен нумайăшӗ качака таки патне илсе каймалли вăхăчӗ çитсен качакасем «стена тăрăх çӳрени» ҫинчен калаҫҫӗ. Эпир ӗнтӗ качакана така патне, çыхса хурса, машинăра илсе каяттăмăр. Таврӑннӑ чухне лӑпкӑн кăна кӗрсе ларса, тăнăç кăна, енчен енне пăха-пăха, нимӗнле чӑрмавсӑр таврӑнатчӗ вăл. «Таврăнатчӗ», тесе калатăп – вилчӗ вăл малтан усранă качакамăр. Решетке ҫине сиксе хăпарса, унтан аннă чухне çиллине тăршшӗпе кастарнăччӗ. Ветеринар пулӑшнипе вӑл тӳрленчӗ. Пăруласан вара, çав суран вырăнӗ чул пек шыçса кайрӗ те, путекки пӗр уйӑх та тултарнă-тултарман, вилсе кайрӗ. Качакан амӑшӗн инстинктне эсир пӗлсенччӗ! Вăй-халӗ пулмасан та, путекки кăшкăрсан, питӗ йывăрпа кăна тăрса, стена ҫумне тӗршӗнсе те пулин путеккине ӗмӗртме тăрăшрӗ... Вилнӗ чухне те путеккине ыталаса выртнăччӗ.

Сӗтне, ӗне пек, витрепе памасть ӗнтӗ. Анчах кунсерен  сунă 3 литра яхăн сӗт ҫитет, юлать те. Тӑпӑрчӑ, турăх, сыр – йӑлтах алӑ айӗнче, ан ӳркен кăна. Пӗтӗмлетсе каласан, сӗт, сӗт-ҫу продукчӗсене юратакансене, анчах ӗне усрама (тӗрлӗ сӑлтавсемпе) халӗсенчен килменнисене, качака – питӗ меллӗ!

 

Ыйтăм

Сирӗн качака пур-и?

Валерий Марков,  Алешкин-Саплăк ялӗ:

– Качакана эпӗ мар, мăшăр усрать. Ку, шӳт, паллах. Ӗмӗр тӑршшӗпех выльӑх-чӗрлӗхе юратса усрарăмăр. Ватăлсан та, кил-картише, сарайне пушă тытас килмест. Ҫулла хур-кăвакал, чăх-чӗп те нумай ӳстеретпӗр. Виҫӗ ҫултанпа ӗнтӗ качака та усрама тытӑнтӑмӑр. Сӗчӗпе те усӑ куратпӑр. Ӗне сӗтне те туянатпăр, паллах. Качака усрама пире килӗшет.

Нафиса Фаизова, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:

– Килте чухне яланах мӗн-тӗр пӗçеретӗн. Чуста тума, пӑтӑ пӗçерме, сӑмахран, сӗт кирлӗ. Ӗне усрама чӑрмавлӑ. Çӳретме вырӑн та ҫук. Качака çакăн пек чухне питӗ меллӗ выльӑх. 10 ҫула яхăн ӗнтӗ качака тытатпӑр. Вӑл пире, эпир ӑна хӑнӑхса пӗтрӗмӗр. Сӗтне кулинари изделийӗсем, пӑтӑ пӗҫернӗ чухне усă куратăп, чей çине те хушса ӗçетпӗр. Кирлӗ пулнă чухне, холодильникре яланах сӗт пур.

Гулина Нуретдинова,    Анат Хураката ялӗ:

– Ӗне усрама пăрахнă хыҫҫӑн, ачасем качака илсе килнӗччӗ, хӑнӑхса ҫитеймерӗм. Витри-витрипе сӗт сума вӗренсе ҫитнӗ алӑсем те, чун та качакана хăнăхаймарӗ çав. Сутрӑм. Сӗтне кӳршӗсенчен илетӗп. Вӗсем ӗне усраҫҫӗ.

Светлана Тяхина,Кивӗ Ҫӗпрел ялӗ:

– Ачасене ӗне сӗчӗ аллерги паратчӗ ӗнтӗ. Ӳсме вара ачана сӗт питӗ кирлӗ. Ҫавӑншӑн усрама пуҫланăччӗ. Виҫ-тӑваттӑн та пулса кайнăччӗ, пӗр вăхăт. Халӗ ӗнтӗ чакартăмăр. Ҫапах та усратпӑр. Халӗ ӗнтӗ мӑнуксемшӗн. Хăвăрт ӗрчеççӗ вӗт вӗсем. Икӗ-виҫӗ путек  пăрулать пӗр качака. Путеккисене вара,ниçта та хума çук.  Пирӗншӗн çакăн пек проблема пулчӗ качакаран. Усрассинчен вара, писмерӗмӗр, лайӑх выльăх вăл.

Качака сӗчӗ сиплӗ пулни çинчен

Качака сӗчӗ сиплӗ пулни çинчен акă çакăн пек даннăйсем пур.

* Качака сӗчӗ онкологи чирӗсемпе асапланакансемшӗн те усӑллӑ. Химиотерапи илнӗ чухне тата ун хыççăн 10-15 кун хушши качака сӗчӗ ӗҫме сӗнеҫҫӗ.

* Шӑмӑ хуҫăлнӑ хыҫҫӑн, качака сӗчӗ шӑмӑсене хӑвӑрт сыпăнма пулӑшать. Качака сӗтӗнче тимӗр ӗне сӗчӗпе танлаштарсан 1,5 хутчен нумайрах.

* Качака сӗтне организм виҫӗ хут ҫӑмӑлрах йышăнать.

* Аллергипе нушаланакансем качака сӗтне ним хӑрамасӑр ӗҫме пултараҫҫӗ. Унта аллерги кăларса тăратакан альфа-1s-казеин веществи ҫук.

* Качака сӗтӗнче лактоза ӗне сӗтӗнчен 13 процент сахалрах. Ҫавӑнпа ӑна лактоза йышӑнайманнисем те ӗҫме пултараҫҫӗ.

* Качака сӗтӗнчи белока организм туллин йышăнать.

* Качака сӗчӗ вар-хырӑм сӗткен йӳҫеклӗхне нейтрализацилет.

* Псориаз аптратсан, качака сӗтне ерипен 2-5 минут вӗретеҫҫӗ. Унтан тепӗр савӑта пушатаççӗ. Кастрюль хӗррисене ҫыпӑҫса юлнă пленкӑна сиенленнӗ вырӑнсене сӗреҫҫӗ.

* Качака сӗтӗнче чӗре ритмне йӗркелеме пулӑшакан кали нумай.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев