Каччăсем каяççӗ салтака
Эпир сире кӗтетпӗр: районтан черетлӗ ушкăн çар службине çул тытрӗ.
Петр Дементьев ячӗллӗ ҫар паркӗнче тӑватӑ каччăна ҫар службине ăсатмалли мероприяти пулчӗ.
Ку хутӗнче Тӑван çӗршыва хӳтӗлеме: Кивӗ Упи ялӗнчи Руслан Ахметшин, Аслӑ Чăнлă ялӗнчен Фаяз Сулейманов, Кивӗ Чакă ялӗнчен Максим Хохлов, Чӑваш Паснапуç ялӗнчен Владлен Шиляков тухса кайрӗҫ.
Мероприятире Ҫӗпрел районӗн администрацийӗн представителӗсем, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, ҫавӑн пекех, призывниксен тӑванӗсемпе тусӗсем хутшӑнчӗç.
Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов саламлӑ сӑмах каларӗ. Вӑл Çӗпрел районӗн каччисем ҫарта яланах тивӗҫлӗ служить тунине палӑртрӗ, пулас салтаксене ăнăçусем, тивӗçӗсене пурнăçласа, чиперех килӗсене таврӑнма сунчӗ. Пулас салтаксене, çаплах, йӑлана кӗнӗ çул укçи те пачӗ.
Призывниксен служить тумалли вырӑнӗ Хусанти республикӑри пуху пунктӗнче паллă пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев