Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Каччăсем каяççӗ салтака

Çар службине Кивӗ Чакă ялӗнчен Денис Вирьялов, Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Ильназ Мухамедъяров тата Кивӗ Кахӑрлӑ ялӗнчен Ильназ Миначев кайрӗҫ.

Петр Дементьев ячӗллӗ паркран каччăсене ăсатма районти ертӳҫӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем тата призывниксен тусӗсем килнӗччӗ.

Ҫӗпрел районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов вӗсене ӑнӑҫлӑ служба, лайӑх юлташсемпе командирсем тата тӑван ене ырă-сывă таврӑнма сунчӗ. Каччăсене, йӑла тӑрӑх, çул çине укҫа-тенкӗ пачӗç.

Эпир çурхи призыв пуçланнă чухне çак тапхăрта пирӗн районтан 35 каччăна çар службине илӗç, тесе пӗлтернӗччӗ. Дениспа Ильназсем çак 35 çамрăксен хушшинчен чи кайранхисем пулчӗç тата Çӗпрел районӗшӗн çак ăсату юлашки пулать, тесе палăртрӗç. Каччăсене кӗтсе тăрасси кăна юлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев