Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Каччăсем чыслă служить тăваççӗ

Районти ертӳçӗсем Ногинск хулинчи ҫар чаҫне кайса килчӗç. Ку чаҫе Ҫӗпрел районӗ шефа илнӗ.

Ку хутӗнче ертӳçӗсем йӑлана кӗнӗ, ҫак чаҫре службӑра тӑракан районăн каччисемпе тӗлпулӑва Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçин кунӗ ячӗпе йӗркелерӗç. Салтак каччăсем валли кучченеҫсем илсе кайрӗç.

Кӑҫал ҫар чаҫӗ 70 ҫул тултарнине те паллӑ тӑваҫҫӗ. 10 ҫул хушшинче кунта Çӗпрелӗн ҫӗршер каччи паттӑрлӑх шкулӗ урлă иртсе, ҫарпа патриотла хатӗрленӳ илчӗç.

Хальхи вăхăтра унта Çӗпрел районӗнчен 19 ентеш служить тӑвать. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, служба условийӗсем лайӑх, ашшӗ-амӑшӗсемпе те яланах калаҫса тăраҫҫӗ. Апат-ҫимӗҫпе тивӗçтерессине те лайăх йӗркеленӗ.

Командирсем те Ҫӗпрел каччисем чыслă служить тунине, ҫар тивӗҫне тӗрӗс пурнӑҫланине пӗлтерсе, вӗсен ашшӗ-амăшӗсене салам каласа янă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев