Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кăçалхи кӗрхи призыв вăхăтӗнче Çӗпрел районӗн 51 Çӗпрел каччине салтака илчӗç

Патриотлăх

Салтака каччăсем каяççӗ

Кӗрхи призыв вӗçленнӗ кунсенче, кайранхи ушкăнри ултӑ каччă республикăн  «Патриот» пуху пунктне ҫула тухрӗç. Вӗсем хушшинче Упирен Дмитрий Хованский, Кӗçӗн Чăнлăран Ильяс Шайдуллов, Кивӗ Тăваньелӗнчен Владислав Рафиков, Упирен Василий Цыганов, Чӑваш Шемӗршелӗнчен Андрей Филиппов тата Куршанкă-Шăхаль ялӗнчен Александр Ларионов пурччӗ.

Пулас салтаксене ăсатмалли уява çамрăксен ӗçӗсем тата спорт уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов, ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем, «ФОРПОСТ» обществăн директорӗ Ильдус Валиуллин, Пӑва тата Ҫӗпрел районӗсен çар комиссариачӗн представителӗ Нуршат Салихова, каччăсен ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем тата ҫывӑх çыннисем килнӗччӗ. Традиципе призывниксене  Руслан Вильданов саламларӗ. Вӑл вӗсене ҫар службинче ӑнӑҫу тата служба вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, малашлӑха пысӑк плансемпе, тăван ене таврăнма сунчӗ.

Ырӑ йӑлапа призывниксем пурте район пуҫлӑхӗн «ҫул кучченеҫне» те илчӗç. Пӗрремӗш ушкӑнра çар службине кайнă каччăсенчен ашшӗ-амӑшӗсене тунсăхлă ҫырусем те килме пуҫланă. Вӗсем телефона эрнере пӗр хут, 20-шер минута ҫеҫ параҫҫӗ тесе калама ӗлкӗрнӗ. Çакна хӑйсем вара хӑнӑхма та ӗлкӗрнӗ иккен. «Кун пек йӗрке пулмасан –ҫарта иккенне пӗлмен те пулӑттӑм», – тесе калаçнă пӗр салтак амăшӗпе.

Ăнăçлă служба тата лайӑх командирсем сунатпăр сире, каччăсем!

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев