Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

ИЗО, физкультурăпа технологи енӗпе уҫӑ уроксен эрни

Эрнелӗх Валентина Петрова, Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗн директорӗн вӗренӳ енӗпе ҫумӗ

Чӑваш Çӗпрел пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вăтам шкулӗнче кашни ҫулах апрель уйӑхӗнче вӗрентекенсем хăйсен ӗҫ опычӗпе паллашассине ирттереççӗ. 

Кӑҫалхи вӗренӳ çулӗнче апрелӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен уҫӑ уроксене ИЗО, музыка тата физкультурӑпа технологи предмечӗсен методика пӗрлешӗвӗнчи преподавателӗсем ирттерчӗç. Шкулта ИЗО, музыка, физкультурӑпа технологи урокӗсене ирттерме ҫӑмӑлах мар. Ҫак занятисене уйрӑм майпа тата ятарласа хатӗрленмелле. Пирӗн шкулта ИЗО, музыка, технологи тата физкультура вӗрентекенӗсен нумай çуллăх ӗç стажӗ пур, опычӗсем те пысăк. 

Эрне пуҫламӑшӗнче уҫӑ уроксене ҫӳреме план тата график турӗҫ. Ытларикун 5-мӗш тата 6-мӗш классенчи ачасемпе пӗрле технологипе вӗрентекен А. А. Салмин «Установление черенка лопаты» темӑпа уҫӑ урок ирттерчӗ. Урокра вӗренекенсем кӗреҫе аврине лартма вӗренчӗç. Вӗрентекен урокра палартнӑ тивӗçсене пӗрле татса пама условисем туса пачӗ, рольсене тӗрӗс валеҫсе, практика ӗҫне явӑҫтарчӗ. Урок вӗçленес умӗн 5 тата 6 класра вӗренекенсем вӗрентекенӗпе пӗрле икӗ кӗреҫе аври лартрӗç. 

Юнкун, апрелӗн 17-мӗшӗнче, ИЗО тата музыка вӗрентекенӗ Н. В. Годунова 6 класра вӗренекенсемпе пӗрле ИЗОпа «Графикри пейзажсем» темӑпа уҫӑ урок кӑтартрӗ. Наталия Валериевна уроксенче вырӑс художникӗсен ӳкерчӗкӗсемпе усӑ курса графикри пейзажсен тӗсӗсемпе паллаштарчӗ. Практика ӗҫӗнче 6 класра вӗренекенсем вырӑс писателӗсен сӑввисемпе графика ӳкерчӗкне пурнӑҫларӗç. Урок вӗҫӗнче вӗренекенсен ӗçӗсен куравӗ пулчӗ.

Эрнекун, апрелӗн 19-мӗшӗнче, физкультура учителӗ А. М. Мадуров 6 класра вӗренекенсемпе «Прыжки в высоту способом «перешагивания» темӑпа уҫӑ урок кӑтартрӗ. Ҫак урокра 6 класра вӗренекенсем ҫӳллӗшне сикме вӗренчӗҫ.

Шкулта уҫӑ уроксем ирттерни вӗренекенсене аталанма, креактивлă коммуникацисен ăсталăхне алла илме тата ӑс-хакӑл пултарулӑхне аталантарма пулӑшать. Ҫавӑн пекех, вӗсем вӗрентекенсен професси ӑсталӑхне ӳстерме пулӑшаҫҫӗ, мероприятие йӗркелекен пулнă май, хӑйсене кӑтартма май параҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев